К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ сцена искусствине юратакансене онлайн-премьерăпа савăнтарнă
Октябрӗн 26-мӗшӗнче «Культура.РФ» порталта «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» («Месяц в деревне») Иван Тургеневăн пилӗк пайран тăракан камичӗ тăрăх лартнă спектакле кăтартнă.
ЧР Пуçлăхӗн «Ярко в Чувашии» проектне кӗнӗ постановкăна тӗнчипех пăхма пултарнă. Чăваш артисчӗсем вырăссен классикӗн сăнарӗсене, геройсен хутшăнăвӗсене кăтартнине куракансем интересленсе пăхнă.
Онлайн-трансляцие Раççейре пурăнакансем çеç мар Голланди, Казахстан, Кăркăсстан, Германи, Австри çӗршывӗсенчен пăхнă. Çакă чăваш артисчӗсен пултарулăхне çӳле хурса хакланине пӗлтерет, вӗсен творчествипе интересленнине кăтартать.
Театр çак онлайн-трансляципех çырлахмасть, декабрӗн 9-мӗшӗнче 18.30 сехетре «Культура.РФ» порталта тепӗр пысăк спектакль кăтартӗ. Никфор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тăрăх постановкăна ЧР халăх артистки Наталия Сергеева лартнă.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем chuvdram.ru сайтран.
Нет комментариев