Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек илеме курсан, урампа иртсе каякансен кăмăлӗ çӗкленет

Самани çăмăлах мар пулсан та Çӗнӗ çулăн хăйӗн йӗрки. Хальхи вăхăтра хуласемпе райцентрсене кăна мар, ялсене те уяв иллюминацийӗпе илемлетеççӗ.

Пăва районӗнчи чылай чăваш ялне пырса кӗрсен урамсенчи килсен умӗнчи чăрăшсене капăрлатнине курма пулать. Пӗр-пӗр яла каç-кӳлӗм килсе çитес пулсан, тӗлӗнсе кайма пулать. Ак тӗслӗхрен Чăваш Киштекӗнчи Ленин урамӗ. Унта 30-мӗш çуртра пурăнакан Владимир Зайцевăн кил-çурчӗ каçхине тӗрлӗ тӗспе ялтăртатма тытăнать. Пӳртӗн кӳлепине тултан унăн ывăлӗ Дмитрий çапла илемлетнӗ. 
Кун пек илеме курсан, урампа иртсе каякансен кăмăлӗ çӗкленетех. 

Любовь Логинова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев