Кун пекки юр ларнăранпа пулманччӗ-ха
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пекки юр ларнăранпа пулманччӗ-ха

Декабрӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанра кăштах юр çăвать, вăйсăр çил вӗрет тата −25 градус таран сивӗ пулать.

Кăнтăрла пӗлӗтлӗ çанталăк пулать. Вăхăчӗ-вăхăчӗпе хӗвел те пăхма пултарать. Вырăнӗ-вырăнӗпе юр çăвать, çил вăйлă пулмасть. Тен, çакă çанталăк сиввине ытлашши туйма памӗ. Апла пулин те, çакăн пек сивӗре йӗлтӗрпе тата çунапа ярăнма васкаман пулăттăмăр. 
Çӗрле сывлăш температури -10, -19 градус, кăнтăрла -7, -12. Çулсем çинче пăрлак пулма пултарать, асăрханăр. 


Нет комментариев