Курав культура еткерне хисеплемеллине, историе упрамаллине аса илтерет
Паян «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче февралӗн 20-мӗшӗнче «Война миров 3.0?» курав уçăлчӗ. Ăна йӗркелекенӗсем – Раççей ӳнерçисен творчество союзӗ (РАХ) тата Раççей ӳнер академийӗ.
Экспозици 50 ытла живопись, инсталляци, скульптурăсемпе арт- тата медиа-объектсенчен тăрать. Пӗр куравра çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан авторсен ӗçӗсене курса хаклама пулать. Ӳнерçӗсем сăрăсемпе, тӗрлӗ инструментсемпе, материалпа тӗнче шайӗнчи виçӗ вăрçă çине мӗнле пăхнине, мӗн шутланине каласа параççӗ – Пӗрремӗш тата Иккӗмӗш тӗнче вăрçисем, çаплах паянхи кун Украинăпа пыракан хирӗçтăру çинчен. Ку хирӗçтăру Виççӗмӗш тӗнче вăрçи пуçланнине пӗлтерет-ши? Авторсем хăйсен ӗçӗсемпе, видеоинсталляципе çак ыйту çине хурав шыраççӗ. Константин Худяков, Виктор Калинин, Евгений Ромашко, Василий Нестеренко, Константин Петров тата ыттисен ӗçӗсене курма пулать «Хазинэ» залӗсенче.
Куравăн «Визуальная антропология войны» мультимедиа пайӗн кураторӗ Андрей Раскатов. Вăл ӳнерçӗ, мультимедиа технологийӗсен специалисчӗ.
2025 çулта Тăван çӗшывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине уявлани Раççейӗн истори еткерӗ çинчен тарăннăн шухăшламалли сăлтав пулса тăнă.
Проект концепцийӗ Раççейӗн культура еткерне хисплемелли çинче никӗсленет. Хальхи вăхăтри ӳнер искусствин мелӗсемпе, цифра технологийӗсем пулăшнипе йăлари хаклăхсене сыхласси, историе упрасси çине пусăм тăваççӗ авторсем.
Кураторсен ушкăнӗнче Раççей ӳнер академийӗн (РАХ) президиум пайташӗ, академик, ТСХР пӗрремӗш вице-президенчӗ, РФ халăх худажникӗ Евгений Ромашко, РАХ академикӗ, РФ тава тивӗçлӗ художникӗ Иван Колесников. Проектăн регионсенчи кураторӗ – РАХ Атăлçи уйрăмӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, РАХ академикӗ Светлана Кузнецова. Проект дизайнне РАХ академикӗ, РФ тава тивӗçлӗ художникӗ Сергей Денисов хатӗрленӗ, наукăпа методика материалӗсене – РАХ хисеплӗ пайташӗ Александр Шклярук, искусствовед Роман Багдасаров. Проект координаторӗ – Екатерина Фомичева.
«Война миров 3.0?» хăтлавӗ иртнӗ çулла Мускавра Зураба Церетелин Ӳнер галерейинче пулнă. Хусан проект çулӗ çинчи юлашки чарăну пулса тăрать.
Курав февралӗн 21-мӗшӗнчен мартăн 22-мӗшӗччен ӗçлет.
ТР ГМИИ «Хазинэ» Наци ӳнер галерейин адресӗ: Хусан Кремлӗ, Шейнкман урамӗ, 12-мӗш çурт, 3-мӗш подьезд.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев