Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лагерьтен кайнă та таврăнман...

Азнакай районӗнчи Усаево ялӗнче иртнӗ кӗçнерникун каçхине 14-ри çул çитмен ача никама каламасăр лагерьтен кайнă та урăх таврăнман. Вăл çуккине асăрхасанах шырама тытăннă. Шел, тепӗр кун ирхине Ик юханшывӗнче виллине тупнă.

Ача шыва кӗнӗ чух путнă. Хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ, ӗçе прокуратура тимлӗхе илнӗ. Чăн малтан ача тарнă лагере хăрушсăрлăхпа мӗнле тивӗçтернине тӗрӗслеççӗ.

Шăрăх çанталăкра шыв хӗррине кайман çын сахал. Шыва кӗрсе уçăласси йӗркеллӗ пулăм-ха, çапах хăрушсăрлăх çинчен кун пек чух манма юрамасть, пӗр минута та. Шел, çуллахи хурлăхлă сводка пушă тăмасть. Иртнӗ канмалли кунсенче те акă Хусанти Казанка юхан шывӗнчен 36-ри хӗрӗнкӗ арçын ишсе тухайман. Пӗрле каннă юлташӗсем каланă тăрăх, вăл шыва чăмнă та куçран çухалнă. Вырăна çитнӗ çăлавçăсем ăна виçӗ сехетрен тин Адмиралтейская слобода патӗнче тупнă…

ЧӲРЕЧЕРЕН ӲКНӖ
Ку инкек Лениногорск хулинче пулнă. Çулталăк та тăватă уйăхри ача виççӗмӗш хутран ӳкнӗ кунта. Вырăнти хаçат пӗлтернӗ тăрăх, шăпăрлан ăшă батарейи çине пусса хăй тӗллӗнех чӳрече сакки çине хăпарнă та уçă чӳречен москит сетки çине таяннă… Телее, вăхăтра çитнӗ васкавлă пулăшу ачан шалти органӗсем сиенленменнине палăртнă. Анчах унăн пичӗ хытă аманнă, çав шутра янахӗ ваннă, кунсăр пуçне пуç мимийӗ чӗтреннӗ. Хальхи вăхăтра ача больницăра.
АВАРИСЕНЧЕ ВИЛЕКЕНСЕМ НУМАЙ
Республикăн çулӗсем çинче пулакан аварисенче иртнӗ эрнери чухлӗ вилекенсем пулманччӗ-ха. Харăсах икшер, виçшер, Аксу тăрăхӗнче вара пиллӗк таранах, çынна çухатрăмăр. Тӗп сăлтав — хирӗç çул çине сиксе тухни. Июнӗн 22-мӗшӗнче ирпе ирех М7 трасса çинче те пысăк инкек пулнă. Кузембетьево ялӗ çывăхӗнче «Lifan» автомобиль умри машинăран иртес тесе хирӗç çул çине сиксе тухнă та «ГАЗель» машинăпа çапăннă. Çăмăл машинăран тимӗр купи кăна юлнă. Икӗ çын вилнӗ, тепри хытă аманнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие