Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лауреатсене Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче чыслама палăртаççӗ

Тутарстанăн общество палатинче Граждан обществине аталантарнăшăн парăнакан ТР Президенчӗн премине илме тăратнă заявкăсене йышăнма чарăннă

Çак премине 2015 çултан пама тытăннă. Вăл çивӗч социаллă йывăрлăхсене татса пама пулăшакан çынсене, вӗсен граждан обществине аталантарас тесе тунă ӗçӗсене, çавăн пекех республикăра пурăнакансен пурнăçне лайăхрах тума пулăшнă общество организацийӗсен тăрăшăвне хакламалли хатӗр пулса тăчӗ.

Кăçал премие илес тесе 35 муниципаллă йӗркеленӳрен 116 заявка килнӗ. Танлаштарушăн, пӗлтӗр çак премине илме 13 районран кăна заявка килнӗ пулнă.

Кăçалхи номинантсенчен Президент премине илме улттă çынна ӗç тăвакан влаç органӗсем тăратнă, çирӗмӗшне – муниципаллă йӗркеленӳсенчи общество канашӗсем, тăхăрвуннăшне – республикăри коммерцилле мар организацисем.

Комисси пайташӗсем мӗн пур заявкăна пăхса тухса Рустам Минниханова хăйсен сӗнӗвӗсене парӗç. Çулсерен республика Президенчӗ сакăр преми парать: виçӗ премине граждансене, пиллӗкӗшне – коммерцилле мар организацисене.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев