Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн пайташӗ Вера Юнусова «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн авторӗн Никифор Мраньккан ывӑлӗпе Альберт Никифоровичпа тата хӗрӗпе Наталья Альбертовнапа тӗл пулнӑ.
«Эпӗ шел те, чӑвашла калаçаймастӑп, анчах хама чӑваш тесе шутлатӑп, эп атте хӗрӗ. Чӑвашлӑха юнпа туятӑп», – тенӗ легендарлӑ роман авторӗн мӑнукӗ. Альберт Никифорович Çӳлту районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнать.
Нет комментариев