Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ленино-Кокушкинăра юсав вӗçленнӗ, анчах экскурсипе тăхтамалла

Тутарстанти Пӗтреç районӗнчи Ленино-Кокушкинăри музей-заповедникăн флигелӗнче реставраци ӗçӗсене вӗçленӗ

ТР Культура еткрӗн обьекчӗсене сыхлассипе ӗçлекен комитетпа (ОКН) ТР Наци музейӗ çак кунсенче  паллă пулăма ăурналистсене кăтама Пӗтреç районне пресс-тур йӗркеленӗ.

Дом А.Бланка после пожара 2019 года.Пушарта çуннă пайне çӗнетсе илемлетнӗ, тӗрӗсрех каласан,  Владимир Ульянов-Ленинăн кукашшӗ Александр Бланк пурăннă чухнехи  сăнне тавăрнă. Çамрăк Владимир Ульянов хăйӗн пӗрремӗш ссылкине шăп çакăнта ирттернӗ.   

2022 çулти пушарта флигелӗн пысăк пайӗ çуннă – кирпӗчрен купаланă цокольпе икӗ кăмака çеç тăрса юлнă.

«2025 çулта пуçăнтăмăр реставраци ӗçӗсене: никӗсне çирӗплетрӗмӗр, никӗсӗн калăпăшӗнчен иртмесӗр çӗнӗ пура пураларăмăр. Фасадпа террасăна илемлетекен эрешсене ăсталарăмăр. Çурт çивиттине авалхи технологипе витрӗмӗр – чус хăмана цинкланă тимӗр çине хурса. Ку технологипе   XIX ӗмӗртех ӗçленӗ. Халӗ флигельте вентиляци те, çыхăну та, пушар сигнализацийӗ те пур. Ăшă та кӗртнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен çак ӗçсене тума Тутарстан бюджетӗнчен 23 миллион тенкӗ укçа уйăрнă», – ТР Культура еткрӗн обьекчӗсене сыхлассипе ӗçлекен комитетăн уйрăм пуçлăхӗ Эльза Бабушева реставраци мӗнле иртнине тӗплӗн каласа панă.

Ленин кукашшӗн çурт-йӗрӗ

Владимир Ульянов-Ленин кукашшӗ Александр Бланк тухтăр урçана юлсан Ушня ятлă пысăк мар юханшывăн илемлӗ çыранӗнче 1848 çулта усадьба туянса арăмӗн йăмăкӗпе, пилӗк хӗрӗпе пӗр ывăлӗпе пурăнма куçса килн инчен пуçланнă усадьба историйӗ.

Кун çинчен А «Ленино-Кокушкино» музей заповедникăн заведующийӗ Светлана Коновалова каласа пачӗ. Флигель килес çул çуркунне çеç хăнасене йышăнассине те пӗлтернӗ вăл.

Сăнӳкерчӗксем ТР ОКН.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев