Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лениногорскра хӗрарăм çине пăрăхсем ӳкнӗ

Производствăри хăрушсăрлăх правилисене пӗр ахаль шутласа кăларман. Нумай çулсен опытне тӗпе хурса йӗркеленӗ ăна. Шел те, Лениногорскри 54-ри хӗрарăм ку правилăсене е пӗлмен, е вӗсем çинчен маннă, унсăрăн пăрăхсем çӗклекен кран çывăхӗнче тăман пулӗччӗ.

Следствирен курăннă тăрăх, çав кун производство базинче кран тимӗр пăрăхсем тиесе тăнă. Виççӗшне харăс çаклатса çӗкленӗ вăхăтра сасартăк пăрăхсем вӗçерӗнсе кайнă та хайхи хӗрарăм çинех ӳкнӗ. Паллă ӗнтӗ, сывă юлма шанăçӗ пулман унăн, сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.


ТЕЛЕВИЗОР, ЧЕЙНИК…
Темиçе кун каялла Хусан, Çырчалли хулисенче тата Анат Кама районӗнче килти техникăна пула темиçе пушар тухнă. Хусанти пӗр çуртăн 11-мӗш хутӗнчи хваттерте телевизорта кӗске замыкани пулнипе пӳлӗмре япаласем, сӗтел-пукан çунма тытăннă. Телее, МЧС ӗçченӗсем вăхăтра çитсе пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Ытти хваттерсене саланма паман. Вӗсем çитиччен 7 çын урама хăй тӗллӗнех тухнă.

Çырчаллинчи Чечек бульварӗнчи çакнашкал инкекӗн сăлтавӗ вара — электрообогреватель. Кунта 8-мӗш хутри пӳлӗмри япаласемпе сӗтел-пукан çуннă. Тӗтӗмпе чыхăннă 60-ти кил хуçи хӗрарăмне больницăнах ăсатма тивнӗ.

Анат Кама районӗнчи Шереметьевка ялӗнчи икӗ хутлă çуртăн çӳлти хутӗнчи хваттерте кил хуçисем электрочейнике кăлармасăр хăварнă. Пушар хăвăрт пӳлӗмри япаласене ярса илнӗ те тӗтӗмӗ ытти хваттерсене кӗрсе тулнă. Вырăна çитнӗ МЧС ӗçченӗсем кӳршӗ хваттерте вырăнпа выртакан 1948 çулхи хӗрарăма тата пушара хăй тӗллӗн сӳнтерме хăтланса тӗтӗмпе чыхăннă 1991 çулхи çамрăк арçынна тухма пулăшнă, вӗсене иккӗшне те медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулнă, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие