Льготӑллӑ кредитсене парас вӑхӑта тӑснӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Льготӑллӑ кредитсене парас вӑхӑта тӑснӑ

Паянхи куна мӗн пур кредитӑн 90 процентне ҫынсем ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттерсем туянма яраҫҫӗ

Парламент хаҫачӗ ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттер туянмашкӑн льготӑллӑ 6,5 процентлӑ ипотекӑсене 2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен парӗҫ.
Займӑн чи пысӑк сумми регионсенче пурӑнакансемшӗн 6 миллион тенкӗ пулать. Хваттер хакӗн 15 процентне пӗрремӗш взнос пек тӳлесси те программӑн условийӗсенче юлать.
Кӑҫал апрелӗн 17-мӗшӗнче хута янӑ программа 2020 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Паянхи куна мӗн пур кредитӑн 90 процентне ҫынсем ҫӗнӗ ҫуртсенче хваттерсем туянма яраҫҫӗ. Займсене пуринчен те ытларах сентябрь уйӑхӗнче панӑ, ун чухне ҫӗршывӗпе 60 пин ҫемье ипотека илнӗ.


Нет комментариев