Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лицензисӗр автобусӑн ҫынсене турттарма юрамасть

Ахӑртнех пытанакансем те пур, вӑрттӑн турттаракансем


Лицензиллӗ автобуспа турттаракансен шучӗ Турастанра 5 хут ӳснӗ.
Республикӑри перевозчиксене пурӗ 1124 лицензи панӑ.
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Вӑтам Атӑлти  автоҫулсен надзорӗн регионсем хушшинчи патшалӑх управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Радик Рамазанов каласа панӑ.
Иртнӗ ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗче мӗн пур пассажир автобусӗсен хуҫисене лицензи илме явапакан федераллӑ закон вӑя кӗнӗ.
"Турттаракансен пысӑк пайӗ лицензи илнӗ, илменнисем нумайӑн юлман. Паянхи куна перевозчиксем 1124 лицензи илнӗ. Ҫак закона йышӑниччен пирӗн 240 автобус компанийӗ кӑна лицензиллӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра лицензиатсен шучӗ 5 хут ӳснӗ", – пӗлтернӗ чиновник.
ГИБДД кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра 17 пине яхӑн автобуса регистрациленӗ. Пӗтӗмраҫҫейри транспорт хатӗрӗсен реестрне Тутарстанран 8,5 пин автобуса кӗртнӗ.
Радик Рамазанов сӑмахӗсемпе пӗр лицензиат балансӗнче темиҫе автобус пулма пултарать.
"Мӗншӗн 17 пин автобусран 8 5 пинӗшне кӑна реестра кӗртнӗ? Ытти транспорт хатӗрӗсем е эксплуатациленмеҫҫӗ, е легковойсен категорине кӗнӗ, вӗсене вара лицензи кирлӗ мар. Ахӑртнех пытанакансем те пур, вӑрттӑн турттаракансем", – пӗтӗмлетнӗ вӑл.

Раҫҫейри федераллӑ закон тӑрӑх, 2019 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнчен лицензисен реестрне кӗртмен автобуссемпе пассажирсене турттарма  юрамасть.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев