Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ӲЛӖМРЕН «КАПЛА ТА ЮРАТЬ» ТЕМЕ ÇУК

Кирлӗ пек ӗçлес теменнисен енӗпе те улшăнусем пур Кодексра

  ГАЗОН ÇИНЕ АН КӖР

Газонсем, чечек тата ытти хăтлăх кӗртнӗ вырăнсем, ача-пăча площадкисем тăрăх çӳреме, машинăна лартма юратакан автомобилистсем, малашне ку йăлана пăрахма тивет. Раççейри Административлă правăна пăсни çинчен кодекса çӗнӗлӗхсем кӗртме хатӗрленеççӗ. Унпа килӗшӳллӗн, йӗркене пăсакансене 1,5 – 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн (16.9 статья «Тавралăха хăтлăх кӗртмелли требованисене пăсни»). Кунсăр пуçне автомобиле юраман вырăнта çунăшăн тата авто çӳп-çапне (машина çăвӗн савăчӗсене, канистрсене тата ытти те) пăрахнăшăн та тӳлеттерӗç.

ӲЛӖМРЕН «КАПЛА ТА ЮРАТЬ» ТЕМЕ ÇУК
Нумай хутлă çуртсен картишӗсемпе подъезчӗсене малашне унтан-кунтан кăна çуса, шăлса тасатас йăлана та манма тивет. Кирлӗ пек ӗçлес теменнисен енӗпе те улшăнусем пур Кодексра. Картише е подъездсене лайăх тасатмасан, предприятипе организацисене 20000 – 25000, уйрăм çынсене 1500 – 3000 тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Административлă кодексăн çак çӗнӗлӗхӗсен проекчӗсене ӗçлесе çитерекен ушкăнăн пайташӗ, РФ Федераци Канашӗн Законсем кăларакан комитечӗн председателӗн çумӗ Ирина Рукавишная пӗлтернӗ тăрăх, штрафсене малашне патшалăх влаçӗн федерацири е регионти представителӗсем кăна мар, муниципалитетсен полномочи пур сотрудникӗсем те çырса пама пултараççӗ.
Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев