М-12 «Восток» автотрасса «юрлама» пуçланă
Мускава халӗ çил пек хăвăрт шăхăрса çитнисӗр пуçне «юрласа» кӗме пулать. Çул ӗçченӗсем автотрасса хӗррине ятарлă разметка вырнаçтарнă.
М12 «Восток» трассăн Мускавпа Хусан хушшинчи виçӗ участокра музыка разметкине тунă. Владимирпа Чулхула облаçӗн çумӗсемпе иртнӗ чух автомобилистсем «Калинка-Малинка» композицин фрагментне илтме пултараççӗ, пӗлтерет «Автодор» патшалăх компанийӗн пресс-служби.
«Эксперимент разметкине Хусан енне 144-мӗш тата 413-мӗш километрсенче, Мускав енне 260-мӗш километрсенче ăсталаса хунă», – тенӗ пӗлтерӳре. Çак инноваци руль умӗнчи водительсене çывăрса каясран сыхлӗ. Тата çул çинче тимлӗ пулса хăвăртлăха ытла ӳстерме памӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» Телеграм-каналта вырнаçтарнă видео скриншочӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев