Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

М12 трасса тăрăх камсем тӳлевсӗр çӳрӗç?

Пысăк хăвăртлăхлă, тӳлевлӗ çулсем тăрăх экстреннăй службăсен, çар инспекцийӗн, почта машинисен тата шкул автобусӗсен кăна тӳлевсӗр çӳреме ирӗк пулать.

Пысăк хăвăртлăхлă М 12 трассăна кăçалах уçма хатӗрленеççӗ. Мускав – Хусан çулне самай кӗскетӗ вăл. Паллах, меллӗ çулшăн тӳлеме тивӗ. Сăмах май, Тутарстанра тата тепӗр тӳлевлӗ Алексеевски – Элмет çул та тăваççӗ. Кунсăр пуçне Вознесенски тракчӗн пӗр участокӗ те тӳлевлӗ пулӗ.

ТР Çул-йӗрпе транспорт хуçалăхӗн министерстви тӳлевлӗ трассăсемпе çӳремелли правилăсене çирӗплетнине хыпарлать РБК Татарстан. Постановлени проекчӗ хальхи вăхăтра коррупцие хирӗç экспертиза витӗр тухать. Документ тӗрӗслев витӗр иртейсен, правилăсем 2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрӗç.

 Документра çирӗплетнӗ тăрăх, пысăк хăвăртлăхлă çак çулсем тăрăх экстреннăй службăсен машинисем: васкавлă пулăшу, полици, пушар сӳнтерекен, аварипе çăлав, çар инспекцийӗ тата шкул автобусӗсем, ачасене  экскурсисене, мероприятисене илсе каякан автобуссем, почта машинисем тӳлевӗсрех çӳрӗç.

Тӳлевлӗ çулсен операторӗ полици, пушар сӳнтерекен, васкавлă пулăшу, çар инспекцийӗн тата аварипе çăлав машинисене çутă, сасă сигнализацине тата машина тӗсне пăхса, почта машинине корпус çинчи ятарлă паллăсем тăрăх уйăрӗ. Ачасене турттаракан транспортăн вара çула тухиччен 5 кун маларах заявка пама тивӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество