Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЛАЛЛА БОЛЕЛЬЩИК КАРТИПЕ КĂНА

«Рубин» команда отпускран тухса клуб базинче пӗрремӗш тренировка ирттернӗ

Сборсем пынă хушăра «Рубин» тăватă юлташла вăйă ирттерӗ: июлӗн 4-мӗшӗнче хусансем хăйсем патӗнче Çырчаллинчи «КАМАЗа» йышăнӗç, июлӗн 8-мӗшӗнче Мускавра Торпедона хирӗç вылямалла пулать, июлӗн 12-мӗшӗнче «Рубин» Хусанта «Крылья Советовпа» вылӗ. Тăваттăмӗш соперника хальлӗхе палăртман. 
Сезон июлӗн 21-23-мӗшӗсенче пуçланать. Аслă дивизиона таврăннине хусансем Мускавра «Локомотивпа» вылянипе палăртӗç. Унтан Хусанта «Оренбургпа» тӗл пулӗç, ун хыççăн «Спартакпа». 
«Рубин» аслă дивизионра выляни унăн вăййисене курма килекенсене Болельщик карттине илме хистет. Çакна Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетра тума пулать е нумай функциллӗ центрта (МФЦ). Паянхи куна 6 пине яхăн çын Болельщик картине илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Çакăн çинчен Хусанти «Рубин» пресс-секретарӗ Марат Вагизов пӗлтерчӗ. 
Раççей премьер-лигинче хутшăнакан пур команда валли те условисем çакнашкал, вӗсен вăййине стадионра курас текенсен Болельщик карти пулмалла. Паспорт илес çула çитмен ачасен Болельщик картине ашшӗ е амăшӗ илет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев