Малашне çар комиссариатне пыманшăн 10 хут ытларах штраф тӳлеме тивет
Çӗнӗ хыпарсем

Малашне çар комиссариатне пыманшăн 10 хут ытларах штраф тӳлеме тивет

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре çар комиссариатне чӗнтернӗ хыççăн пыманшăн штрафсем 10 хут ӳсеççӗ.

Халиччен çар комиссариатне чӗнтерсен шута илме тивӗçлӗ сăлтавсăрах пыманшăн штрафсем 500 тенкӗрен пуçласа 3000 тенкӗ таранччӗ. Малашне вара 10 пинрен пуçласа 30 пин тенкӗ таран ӳсет.

Çавăн пекех çар комиссариачӗсене мобилизаци тапхăрӗнче пулăшманшăн та штрафсем хăпараççӗ. Должноçри çынсемшӗн – 60-80 пин тенкӗ, учрежденисемпе организацисене – 400-500 пин тенкӗ таран.


Нет комментариев