Малтан маскӑпа ҫӳрекенсенчен хӑраттӑмӑр, халӗ маскӑсӑррисем хӑрушӑ
Коронавируса саракан чи хӑрушӑ ҫынсем – унпа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн маска тӑхӑнса ҫӳреме килӗшменнисем.
Ҫакӑн ҫинчен профессор, медицина наукисен докторӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ, Александр Карабиненко пульманолог каланӑ, тесе пӗлтерет Lenta.ru.
"Чирлесе ирттернӗ коронавирус маскӑсӑр ҫӳрекен ҫынсем ыттисене чир ертессинчен сыхлаймасть. Вӗсем вируса ирӗклӗн, чӑрмавсемсӗр сарса ҫӳреме пултараҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ врач.
Специалист шучӗпе, сывалнӑ хыҫҫӑн вирус пайӗсем ҫӳлти сывлӑш ҫулӗсенче тытӑнса юлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, ун шучӗпе, чирлесе ирттернисен те маскӑсем тӑхӑнса ҫӳремелле.
Маска тӑхӑнса ҫӳреме килӗшмен ҫынсем коронавируса активлӑн сарса ҫӳрекенсем пулса тӑраҫҫӗ. Чи малтан вӑл ачасем тата ҫамрӑксем. Вӗсене мӗнпе-тӗр ӳкӗте кӗртме питӗ йывӑр пулать", – хушнӑ профессор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев