Малтисем йышӗнче – пирӗннисем
Декабрӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет çуртӗнче «Чăваш кӗнеки. Çамрăк талантсем» регионсен хушшинчи XIII конкурсăн çӗнтерӳçисемпе призерӗсене чысларӗç. Чăваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ конкурс августăн 30-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 31-мӗшӗччен иртрӗ.
Кăçал чăвашсен паллă поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине шута илсе издательство поэтăн пултарулăхӗ çине пысăк тимлӗх уйăрнă: конкурса хутшăнакансем Çеçпӗлӗн хайлавӗсем тăрăх ӳкерчӗксем турӗç. «Чăваш кӗнеке издательствин кӗнеки çинчен чи лайăх хаклав», «Юратнă кӗнекери эпизод» темăпа чи лайăх ӳкерчӗк», «Çеçпӗл Мишши произведенийӗсемпе ӳкернӗ чи лайăх ӳкерчӗк», «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке» номинацисемпе пурӗ 153 ӗç килнӗ. «Чăваш халăх юмахӗсем» тата «Çӗнтерӳшӗн» темăпа килнӗ ӳкерчӗксен шучӗ пысăккипе жюри хушма номинацисем тума йышăннă.
Кăçал конкурса Чăваш Республикинчи Шупашкар, Çӗнӗ Шупашкар, Çӗмӗрле, Етӗрне хулисенче, Шупашкар, Муркаш, Вăрмар, Патăрьел, Вăрнар, Йӗпреç округӗсенче, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисенче пурăнакан ачасем хастар хутшăнчӗç. Чыслава килнӗ ачасем Чăваш Ен фотокорреспонденчӗсен музейӗнче те пулса курчӗç, Наталия Орлован «Письмо Деду Морозу» кӗнекин хăтлавне те çитрӗç. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене ЧР Цифра министерствин, Чăваш кӗнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчӗн ӗçченӗсем, çыравçăсем саламларӗç, çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.
Çӗнтерӳçӗсемпе призерсен йышӗнче Тутарстанри Çӗпрел районӗнче пурăнакан чăваш ачисем те пуррине палăртма питӗ кăмăллă: Дарья Макаровăпа Виктория Чиржа Анат Чакăран, Юлианна Казакова Алешкин Саплăкран. Маттурсем!
Ольга ФЕДОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев