Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мамадышсем паян ЛНРти Лисичанскпа Рубежное хулисене черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă

Мамадыш районӗнчен паян Тутарстан шефа илнӗ Луганск Халăх Республикинчи Лисичанск тата Рубежное хулисене 20 тонна гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă.

Мамадыш районӗнче пурăнакансем 15 тонна çӗрулми, 1,5-шер тонна кишӗрпе хӗрлӗ кăшман, 500 килограмм ытти пахча çимӗç пухнă. Кунсăр пуçне кӗрпе-салма тавраш, конфет-пӗремӗк, варени, тушенка та самаях хатӗрленӗ ăсатма.

«ЛНРта лару-тăру пит начарччӗ унччен. Халӗ Тутарстан, ТР Раисӗ Р.Н.Минниханов унти хуласене юсас, çӗнетес тӗлӗшпе нумай ӗç пурнăçлаççӗ. Унта пирӗн строительсен организацийӗсем те нумайăн ӗçлеççӗ. Хальлӗхе татса памалли ыйтусем сахал мар, анчах та пирӗн пулăшупа тӗрев чунтан вӗт. Пулăшу аллине тăснă çынсене пурне те тав тăвас килет», – тенӗ Мамадыш районӗн пуçлăхӗ Анатолий Иванов.

Палăртса хăвармалла, ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа мамадышсем 27 хутчен гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем