Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МĂНКУНА МӖНЛЕ КӖТСЕ ИЛЕССИ ХАЛЬЛӖХЕ ПАЛЛĂ МАР

Нумайăшӗ паян çак вируса этемлӗхе тăн кӗртме Турă хăй ярса панă тесе те калаçать

Социаллă сетьсенче коронавируса пула чиркӳсем хупăнни çинчен шавлаççӗ. Тӗрлӗ мессенджерсенче хăш-пӗр пачăшкăсем, манахсем ку Турă хăватне шанманни пулать тесе çырни çӳрет. Тен, çырни айне юри игумен, пачăшкă тесе палăртса лару-тăрăва çивӗчлетес текенсем тăрăшаççӗ? Çакна уçăмлатас тӗллевпе Игнатий владыка патне редакцирен ыйтупа тухрăмăр. 

Ырă кун, хисеплӗ вулакансем! 

Ку ыйтăва хуравлама пуçличчен малтан иртнӗ кăларăмра пуçланă типӗ çинчен калаçăва вӗçлер. Тӗнчере коронавирус алхаснă вăхăтра Аслă типӗн пӗлтерӗшӗ православи çыннишӗн тата пысăкрах. Çын апатпа кăна пурăнмасть. Çылăха хирӗç кӗрешес тесен малтан кӗлетке айванлăхӗсене, ыйтнине çӗнтерме тăрăшмалла: наянлăха, тутлă çиес килнине, çылăхлă шухăшсене, ыттине. Хăвăра çӗнтереймесен эсир пысăкрах çылăхсене хирӗç епле тăрăр? Типӗ вăхăчӗ çынна шалтан çирӗп пулма, вăй-хала пиçӗхтерме пулăшать. 

Тӗрӗссипе, этем тӗн туйăмӗпе çуралать. Ку вăл ӗмӗрлӗх пурнăçа çирӗплетекен чун пӗлӗвӗ. Наукăпа техникăна, литературăпа искусствăна этем пӗлӗвӗн чи çӳллӗ шайӗ пек йышăнать. Кăна пăрахăçламалла мар. Анчах та чӗрӗ организм пулнă май этеме панă пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн питӗ пӗчӗк пайӗ ку. Пирте инстинктсем, психика ӗçне упракан шалти ăс-тăн, сверхсознани, тӗн интуицийӗ пур. Платон шалти сисӗме Турă патшалăхӗнче пурăннин чун асаилӗвӗ шутне кӗртнӗ. Ӗненӳ вăл – Турăпа калаçни. Типӗ вара кӗлеткепе чун, ăспа туйăм хушшинчи шайлашăва тупмалли хатӗр. Типпе пула кӗлетке çепӗç музыка инструменчӗ евӗр пулса музыкантăн, чунăн, кашни хусканăвне ăнланма тытăнать. Типӗ чун халӗн иерархине йӗркелеме, этем психикин кăткăс йӗркеленӗвне тӗн (духовный тесе ăнланмалла. – Авт.) тӗллевӗсене пăхăнма пулăшать. Типӗ вăхăчӗ çынна япала патне туртăннине, куллен çӗр çинчи ырлăхсемшӗн кăна талпăннинчен хăтăлма май парать. Типӗ вăхăчӗ чунпа кӗлеткен пӗрлӗхне шайлаштарма кирлӗ. Апат енчен чарни чун ирӗклӗхне тупма паракан хатӗр. «Çыннăн апат çиессишӗн пурăнмалла мар, пурăнас тесен çимелле», – тесе Сократах каланă. Типӗ тытни – вăй-хал кăтартăвӗ, ӗненӳ вара –вăй-хал ӗçӗ. Хăйне апат енчен те тытайманнин мӗн калаçмалли ытти çылăхсене çӗнтересси пирки? Ан манăр, хуть мӗнле пысăк ӗç те пӗчӗккинчен пуçланать. 

Халӗ коронавирус тапхăрӗнче чиркӳсем мӗнле ӗçлени пирки. 

Тав Турра, Тутарстанри чиркӳсем пурте ӗçлеççӗ, пӗри те хупăнман. Ирхи, каçхи литургисене çӳрекенсем чăнах та сахал. Ваттисен, сывлăхӗ япăхланнисен карантин вăхăтӗнче тухса çӳремелле мар. Кун пирки Пӗтӗм Руç тата Мускав Патриархӗ Кирилл та каларӗ. Çакă, эсир ыйтнă пек, пӗрре те Турă хăватне шанманнине пӗлтермест. Турă çăлать тесе колокольнăран никам та сикмест вӗт, хушмасть те. Ухмахлăхран çын вилет. 

Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан та карантин пуçлансанах архипастырсем, пресвитерсем, диаконсем, ытти тӗн представителӗсем тата прихожансем патне сăмахпа тухрӗ. Вăл пӗтӗм тӗнче умне коронавирус инфекцийӗ хăрушлăх кăларса тăратни пирки каларӗ. Çӗршыв ертӳçисем те çынсене граждан яваплăхне çухатмалла маррине каларӗç. Пире те, чиркӳ çыннисене, служба йӗркисене юлашки вăхăтри лару-тăрăва шута илсе пурнăçлама Вырăс Православи Чиркӗвӗнчен хушу килчӗ. Эпидеми лару-тăрăвӗ лайăхланичченех эпир хамăра шанса панă чиркӳсемпе прихутсенче вируса сарăлма чаракан санитари йӗркисене тытса пырăпăр. «...Хăвăрăн сывлăхăрпа тимлӗ пулăр, упрăр. Чирлесрен ыттисене чирлетес мар тесен килте ларăр. Килте кӗлӗ вулăр, унăн та вăйӗ пысăк. Енчен те чиркӗве каймаллах пулсан çын сахалрах çӳрекен храма кайăр. Тутарстан митрополийӗнче ун пеккисем пур... Хăвăра хӳтӗлес тетӗр пулсан, служба вăхăтӗнче маска тăхăнма ан вăтанăр», – терӗ Феофан митрополит. Пире вара Тутарстан митрополичӗ прихожансемпе уйрăмах тимлӗ пулма, вӗсене пăхса тăма хушрӗ. Феофан каланине РФ Президенчӗн Аппаратӗнче, сăмах май, тӗслӗхе хунă.

Çак çăмăл мар вăхăтра алă ан усăр, ӗненӗве ан çухатăр. Турă вăйӗ пысăк, кунта иккӗленӳ çук. Нумайăшӗ паян çак вируса этемлӗхе тăн кӗртме Турă хăй ярса панă тесе те калаçать. Сăмахран, çӗре шыв илсен этемсенчен Ной кăна хăй çемйипе хăтăлса юлнине историрен пӗлетпӗр, кун йышши катаклизмсем тата та пулнă. Египетра Рамзес Моисея итлемесӗр шар курнă. Аван чухне çынсем чиркӗве çӳремерӗç, халӗ пырас тесен те пыраймаççӗ. 

Мартăн 30-мӗшӗнче каллех улшăну пулчӗ: ятарлă пропусксăр урама тухмалла марри пирки республика ертӳçинчен хушу килчӗ. Мӗн тумалла халӗ? Алăра çак хут пулмасан пӗр пачăшкă та чиркӗве çитеймест. Ăна парӗç-ха пире, анчах кашни çыннăн ун пек май пулмӗ. Çавăнпа кӗлӗсене килте ирттермелли пирки те шухăш пур. Умра мăнкун, мӗнле кӗтсе илӗпӗр ăна? Иртӗ-и вăл вăхăта коронавирус – ăна Турă кăна пӗлет. Эпӗ хам та татса калаймастăп хальлӗхе. Мăнкун служби пирки йышăну пулсанах сире çийӗнчех пӗлтерӗпӗр, ан хумханăр, тăвансем. Çавăнпа хăвăра упрăр, хăвăршăн та, тăванăрсемшӗн те кӗл тăвăр. 

Турă пилӗ сирӗнпе пултăр. 

Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий.     

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев