Манӑн питӗ шофер пулас килетчӗ
Аслӑ ҫул дилетантсене чӑтма пултараймасть
Ӗнер водительсен кунне паллӑ турӑмӑр. Манӑн та ҫак уява хамӑн асаилӳсемпе тултарас килчӗ.
Пӗчӗк чухне умри хӑйӑр купи ҫинче мӗнле вылятӑн? Паллах, машиналла. Эпир, пӗр шутласа кӑларнӑ хуҫалӑхра "ӗҫлекенсем", ГАЗ-53, ЗИЛ е КамАЗ пек сасӑ кӑларса хӑйӑр тӗнчин серпантинӗсемпе туслӑн хӑвалаттӑмӑр.
Чӑн-чӑн грузовик кабинккине ларса руль пӑркаласси – шӑпӑрланӑн ӗмӗчӗ. Камӑн ашшӗ шофёр – ҫав ачасене питӗ ӑмсанаттӑм. Хамӑн та пысӑк пулсан машинапа ҫӳрес килетчӗ. Питӗ-питӗ. Пирӗн Пӳркелӗнчи Октябрь кассинче машинапа ҫӳрекен ҫын – Савкка Туля тете кӑначчӗ. Сайра хутра Шупашкартан аннепе пӗртӑван Мишшук кукка килсен вара пиртен телейлӗ ача ҫукччӗ. Самосвал кабинкине кӗрсе ларсан эсӗ касри кӑна мар, ялти, таврари мӗн пур ачаран ҫӳллӗрех туятӑн хӑвна! Розӑллӑ скорость куҫармалли рычаг, Фанг! туса кӗске сасӑ кӑларакан клаксон, радиолла, хур ҫӑмарти пысӑкӗш нимӗҫ майрисен наклейкисем! Ҫак КамАЗ номерне эпӗ кӑна мар, манпа пӗртӑван мӗн пур ача ҫӗрле вӑратсан та йӑнӑшмасӑр калаять: 51-12 ЧУИ.
Эпӗ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ялти ытти троечниксем пекех Пӑвари военкомат урлӑ ҫар водительне вӗрентӗм. Пирӗн Тӑхӑрьялта 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче пурте ҫапла тӑватчӗҫ пулӗ, института-мӗне каякан ҫукпа пӗрехчӗ. Ҫапла шоферсен ушкӑнӗнче чӑвашсем пуринчен те ытларах пулса тӑтӑмӑр.
Устройство предметне Наратбашри ватӑ Гамиль абый вӗрентетчӗ. Вӑл Пӑвана кашни кун лашапа килетчӗ. Ӗҫме – шоферла – стаканпа. Ку пирӗншӗн, урока килейменшӗн ҫур литрпа саплаштаракан 17-ри ҫамрӑксемшӗн, хӑйне евӗр тӗслӗх те пулнӑ пулмалла. Ҫул-йӗр правилисене 45-сенчи Ильдар-и Искандер-и вӗрентетчӗ. Унӑн районта пӗрре – хӗрлӗ "Опель" пурччӗ. Хушамачӗсене мантӑм ӗнтӗ. Тата "КАМАЗ-богатырь", "Урал" машинасемпе ҫӳреме вӗрентекен 3-4 инструктор. Ҫар водителӗсен курсӗсене 83-мӗш СПТУ йӗркеленӗччӗ, вӗсем ҫур ҫуллӑхччӗ.
Гамиль абый ятлаҫма маҫтӑрччӗ. Вӑл вара пуҫлансан виҫӗ хутлисене сӑрхӑнтарма – тӗнсене те, сӑнарсене те, тупӑк хӑмисемпе ытти абстракцилле япаласене те сӗкетчӗ, мӑйракипе. Тутарсемпе юнашар ӳснӗ пулин те, 17 ҫула ҫитиччен эпӗ ун пек намӑссӑр сӑмахсем илтмен.
Ҫӑмӑл вӗрентӗмӗр. Шкулти каникулсем вӑхӑтӗнче тракторист е комбайнер пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ чӑваш ачисем техникӑна лайӑх пӗлеттӗмӗр, Пӑва услапӗсене витре йӑттарса гараж кочегаркине искра илме пӗрре мар чуптарнӑ.
"С" категориллӗ правана эпӗ ҫӑмӑллӑнах илтӗм, ял путпулӗн кучченеҫӗ мотоциклпа ҫӳремелли "А" категорие те ҫыртарчӗ документ ҫине. Правине 1995 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗнче илтӗм. Анчах унта аяла вӗтӗ шрифтпа "18 ҫул тултарсан кӑна руль умне ларма юрать" тесе ҫырса хунӑ. Пӗлсенччӗ эсир, ҫав 4 уйӑх мӗнле майӗпен иртнине...
2003 ҫулта "В" категориллӗ пулса тӑтӑм. Унтанпа ӗнтӗ 4-мӗш машинапа ҫӳретӗп. Хам пирки асс тесе калаймастӑп: пӑрлӑ ҫул ҫинче 3 хут кат аяккине анса кайнӑ, 6 хут машинасемпе ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗр аварийӗ ман айӑппа пулчӗ. Кинори пек, ами. М-7 трасса урлӑ каҫакан кӗпер ҫинчи вӗҫлӗ тимӗре лексе кустӑрма шартлатса ҫурӑлнипе виҫӗ алӑклӑ "Хундая" пырса ҫапӑнтӑм, унтан кӗпер бардюрӗ ҫине тӑрӑнтӑм. Вӑл сыхласа хӑварчӗ те аяла персе анасран... Ытти автопӑтӑрмахсем ҫапларах: сахалтан та 10 хут пылчӑкра путса ларнӑ, 20 кустӑрма шӑтарнӑ. 2-3 миллион хурт-кӑпшанкӑ вӗлернӗ, 1 хура таптаса кайнӑ, 3 шӑшине. Халӗ те хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн штрафсем килкелеҫҫӗ. Ҫапах мана руль умӗнче ларса пыма питӗ килӗшет.
Аслӑ ҫул дилетантсене чӑтма пултараймасть. Ун ҫинчен ҫул хӗрринчи пиншер хӗреспе тимӗр уйӑх аса илтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа хама та, хам пеккисене те асӑрхаттарса калассӑм килет: "Ан васкӑр, сире килте кӗтеҫҫӗ".
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев