Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Манӑн та парне илесчӗ!

 Пăва районӗнче мӗншӗн "Сувар" вулаканӗ нумай тетӗр-и? Мӗншӗн тесен унта ӑна почтальонсем хӑйсем те ҫырӑнаҫҫӗ

Хусанти чӑваш хаҫачӗн редакцине кунӗпе ҫын талӑлмасть. Кам тӑванӗсене паллӑ кунпа саламлать, кам статья ҫырса килнӗ, тепри журналистсене дачинчи панулмисемпе хӑналать. Нумайӑшӗ ҫырӑнтару квитанцийӗсемпе ирттернӗ лотерейӑра выляса илнӗ парнисене илме килеҫҫӗ. Вулакансене "Сувар" хаҫатӑн телейлӗ ҫырӑнакансемпе паллаштаратпӑр. 

Полина Кириллова Хусанта пурăнать, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствинче тӗп специалист пулса ӗçлет. «Сувар» хаçата тахçантанпах çырăнса илет. Пуçласа акцие хутшăнни харама кайман, «Сувартан» сехет илме тивӗçрӗ.

 Сергей Петров вара пирӗн редакцие парне илме пӗрремӗш хут килмест. Унччен унăн ашшӗ Василий Петров смартфон выляса илнӗччӗ. Хальхинче Сергей Чистай хулинче пурăнакан ашшӗпе амăшӗн Василийпе Нина Петровсен, аппăшӗн Анна Никитинан тата Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшра пурăнакан тăванӗн Галина Абросимован парнисене килсе илчӗ.

 Пăва районӗнче мӗншӗн "Сувар" вулаканӗ нумай тетӗр-и? Мӗншӗн тесен унта ӑна почтальонсем хӑйсем те ҫырӑнаҫҫӗ.Элшелӗнчи ҫыхӑну уйрăмӗн начальникӗ Лариса Озерова та хаçат ирттерекен акцие кашнинче тенӗ пек хутшăнать. Маларах кӗнеке лекнӗ пулнă ăна, хальхинче ал сехетне тивӗçрӗ. Лариса Владимировна питӗ савăнчӗ парнешӗн, чӗререн тав турӗ хаçат ӗçченӗсене.

И.Трифоновапа К.Малышев сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка