Марье аппа 101 çул тултарчӗ
Астăватăр-и, çулталăк каялла «Сувар» хаçатра та, сайтра та Аксу районӗнчи Хырăшне ялӗнче çуралса ӳснӗ, çак районти Саврăшпуç ялне качча тухса ӗмӗрне унта ирттернӗ Мария Семеновна Петрова 100 çул тултарни пирки çырнăччӗ. Акă нумай пулмасть, тӗрӗсрех каласан декабрӗн 15-мӗшӗнче, Марье аппа хăйӗн 101-мӗш çуралнă кунне паллă тунă.
Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев хисеплӗ тыл ӗçченне çуралнă кун ячӗпе Чистай хулине пырсах саламланă. Мария Семеновна унта хӗрӗ патӗнче пурăнать халь.

Марье аппа хăй ӗмӗрне ирттернӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ хăнана килнӗшӗн чӗререн савăннă. Валерий Зиновьевичран вăл ял хыпарӗсене ыйтса пӗлнӗ, ӗлӗкхи пурнăçа аса илсе калаçса ларнă.
Марье аппан пурнăçӗ çăмăл килмен. Ача чухнех колхозра ӗçлеме пуçланине, унтанпа питӗ нумай çул иртнӗ пулин те, питӗ лайăх астăвать вăл. Кăвак çутăллах тăрса ӗçе васканă, выçăллă-тутăллă, шăнса çӳренисем те пайтах пулнă. Вăрçă вăхăтӗнче уйрăмах йывăр пулнă.
Çитӗнсе çитнӗ Хырăшне хӗрне Саврăшпуç каччи Михаил Петров куç хывнă та хăйӗн тăван ялне качча илсе кайнă. Виçӗ хӗрпе виçӗ ывăл çуратса ӳстернӗ Петровсем. Михаил Александрович 2008 çулта 82 çула çитсе çӗре кӗнӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе тракторпа ӗçленӗ çемье пуçӗ, Марье аппа вара – тӗрлӗ ӗçсенче. Шел, икӗ ывăлӗ çут тӗнчере çук ӗнтӗ Петровсен. Мария Семеновнăн 15 мăнук, 9 кӗçӗн мăнук тата 4 кӗçӗн мăнукӗн ачи.
Марье аппа вăрăм ӗмӗрлӗ çынсен йăхӗнчен. Ашшӗ 90 çултан иртнӗ, амăшӗ 102 çул тултариччен сывлăхпа пурăннă.
Хисеплӗ Мария Семеновнăна тата нумай-нумай çул сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
Сăнӳкерчӗк Саврăшпуç ял хутлăхӗн архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев