Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машинăна сивӗре хускатни – двигатель ресурсне чакарни

Килте запас аккумулятор тытни сире чылай хӗллехи йывăрлăхран хăтарма пултарать

Енчен те машина ăшă гаражра мар-тăк, урамра тăрать пулсан, пит кирлӗ пулмасан унпа тухса çӳремелле те мар. Çакă кирек мӗнле машинăна та пырса тивет, пирӗннисене те, ют çӗршыврисене те. Мӗншӗн тесен резина прокладкăсемпе сальниксем пурин çинче те пур, вӗсем вăйлă сивӗсенче çийӗнеççӗ. Двигатель ресурсӗсӗр пуçне, передачăсен коробки те, аккумулятор та юрăхсăра тухма пултараççӗ. Енчен те машинăра хускатма кирлех пулсан, çакăн патне маларах хатӗрленмелле. Аккумулятора каçа киле илсе кӗмелле, ăшăра тăтăр, капот айне ятарлă автоодеялсемпе витмелле. Йӳннисемпе усă курмалла мар, вӗсене вут хыпма пултарать.   
Енчен те машинăна сивӗре тапратма май килчӗ пулсан, унпа хăрамасăрах çӳреме юрать. Анчах малтанхи пилӗкçӗр-пин метра хытă хăваламалла мар, мӗншӗн тесен амортизаторсем, ГУР çăвӗ тӳрех ăшăнса çитмеççӗ. 
Хăш-пӗр автомобилистсем çӗрле машинисене автозапускпа ăшăтаççӗ.  25..-30 градус сивӗ чухне кашни виçӗ сехетрен 15-шер минут ăшăтмалла. Анчах çакна та шута илмелле, пушă (холостой) оборотсенче аккумулятор зарядка илмест. Çавăнпа та ирхине е каçпа машинăпа çӳресе илмелле. Экспертсем темиçе кун сивӗре хускалмасăр тăнă машинăна автозапускпа тапратма сӗнмеççӗ. Çак ӗçе машинăна кӗрсе ларса, сцепленине пусса хускатсан аванрах. Çăралса кайнă сивӗ мотор çăвӗ двигательпе передачăсен коробкине «типӗлле» ӗçлеттерет. Çакă мотор пурнăçӗнчен сахалтан та 500 километр туртса илет. 
Енчен те сивӗре тăнă хыççăн темиçе хут хăтланса та машина хускалмарӗ-тӗк, ăна сӗтӗрсе тапратма кирлӗ мар. Ку автомобиле тата вăйлăрах çӗмӗрме пултарать, вăл «чирсем» ăшăтсан çӳле тухаççӗ вара.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев