Майăн 15-мӗшӗнче тӗнчере çемье кунне уявлаççӗ
Çирӗп çемьесем мӗн чухлӗ йышлăрах, çӗршывăмăр та çавăн чухлӗ вăйлăрах
Иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш çулсенче пӗтӗм тӗнчипе мăшăрсем уйрăласси питӗ ӳссе кайнă тата нумайăшӗ граждан мăшăрланăвӗпе пурăннă. Çак проблемăна Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗ (ООН) те асăрханă. ООН Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвӗпе 1994 çулхи майăн 15-мӗшӗнчен пуçласа пӗтӗм тӗнчипех Халăхсен хушшинчи çемье кунне палăртатпăр. Унăн тӗллевӗ – çемьери проблемăсене обществăлла тимлӗхе илесси, çемье пӗлтерӗшне, унăн хаклăхне çирӗплетесси. Кăçал çак уява 27-мӗш хут палăртатпăр. Кашни çул кун ятарлă темăпа иртет. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр вăл «Çемье тата климат улшăнăвӗсене хирӗç кӗрешесси» темăпа пулнă.
Кашни çӗршывра, регионра, муниципаллă йӗркеленӳре çемье кунне халалланă çавра сӗтелсем, конференцисемпе дискуссисем, культура мероприятийӗсем иртеççӗ. Кăçал коронавирус лару-тăрăвӗ çак уявăн йӗркине те улшăнусем кӗртрӗ. Пуçарусем питӗ нумай, анчах вӗсем пурте онлайн-режимра иртеççӗ.
Хаклă вулаканăмăрсем, сире пурсăра та Çемье кунӗпе саламлатпăр! Килте ăнланупа килӗшӳ кăна хуçалантăр. Çемье вăл çыншăн тӗрев, тыл, никӗс. Тулли çемьере çитӗнекен ачасем телейлӗрех, пурнăçра çирӗпрех пулаççӗ. Ырă ашшӗ-амăшӗн тӗслӗхӗпе хăйсем те кайран çирӗп çемье çавăраççӗ.
Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнче пурăнакан Николайпа Елена тата София Макаровсем те акă тӗслӗхлӗ те ырă çемье. Ӗçре те, уявра та ялан пӗрле. Мӗн чухлӗ çирӗп çемьесем йышлăрах, çавăн чухлӗ çӗршывăмăр та вăйлăрах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев