Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Минтимер Шаймиев 89 çул тултарчӗ

Паян хӑйӗн çуралнӑ кунне Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев паллӑ тӑвать. Ӑна саламласа ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн телеграмм-каналӗнче кӗске видео кăларнă.

ТР Патшалӑх канашçи 89 çул тултарчӗ. Минтимер Шарипович январӗн 20-мӗшӗнче хальхи Актаныш районне кӗрекен Аняково ялӗнче çуралнӑ. 

Минтимер Шаймиев Раççей историйӗнче пӗлтерӗшлӗ те паллă вырăн йышăнать. Тутарстан Республикин çӗнӗ тапхăрти историйӗ те ун ячӗпе тачă çыхăннă. Ун команди тăрăшнипех Тутарстан суверенлă республика пулса тăрасси мирлӗ иртрӗ. Тӗрӗссипе республикăпа пӗрремӗш Президента пӗр-пӗринчен уйрăммăн хак пама та çук. Минтимер Шариповичăн кун-çулӗ республикăн шăпипе пӗр çыхăмра. 1991 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи январӗн 22-мӗшӗччен Президент должноçӗнче вăл Тутарстанăн пур енлӗ аталанăвӗшӗн ырми-канми ӗçлерӗ.

Патшалӑх канашҫи паян та  общество пурнӑçне активлӑ хутшӑнать. Темиçе çул хушши вӑл Тутарстанӑн истории палӑкӗсене – Аслӑ Пӑлхарпа Свияжска – чӗртессипе аппаланать. 

Хаклӑ вулакансем «Минтимер Шаймиевпа тӗл пулнă интереслӗ самантсем» статьяпа паллашма сӗнетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минтимер шаймиев