Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Мишустин чăвашла вӗренӳ кӗнекисем кăларакансене чысланă

Октябрӗн 4-мӗшӗнче, Вӗрентекен кунӗ умӗн, РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин Раççей Федерацийӗн Правительствин вӗренӳ облаçӗнчи премине илме тивӗç пулнисене хисеплӗ лару-тăрура чысланă.

Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче Чăваш Республикинчи авторсен коллективӗ те пур – Н.Н.Чернова тата Л.В.Николаева. Вӗсем çак пысăк наградăна хула шкулӗн пуçламăш класӗсем валли хатӗрленӗ «Чăваш чӗлхи» тата «Литература вулавӗ» (авторӗсем – В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева) вӗренӳ кӗнекисемшӗн тивӗçнӗ.

Н.Н.Чернова – педагогика наукисен кандидачӗ, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗренӳ ӗçченӗ, Чăваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ, вӗренӳ тытăмӗнче 40 çул ытла вăй хурать. Л.В. Николаева – Раççей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ, 30 çул ытла Шупашкар хулинчи шкулсенче кӗçӗн классене вӗрентнӗ, халӗ Мускав облаçӗнчи шкулта тăрăшать. Вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуçне вӗсем ӗç тетрачӗсем, методика кăтартăвӗсем, дидактика материалӗсем те çырса хатӗрленӗ.

Алина МАЙОРОВА.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев