Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗнпе танлаштаратăн вӗт

Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн спикерӗ, вăлах Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн президенчӗ Леонид Черкесов Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ пирки хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ

ЧР Патшалăх Канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Леонид Черкесов чăвашсен шучӗ чакни республикăри тӗп халăх пайӗ çине витӗм кӳнине палăртнă. «10 çул хушшинче çак кăтарту 61,1 процентран 57,7 процента чакнă. Çав вăхăтрах Чăваш Енре пурăнакан 110 пин çын хăйӗн нацине кăтартман. Паллах, вӗсен хушшинче пуринчен те нумай чăвашсем», – тенӗ спикер. Черкесов шухăшӗпе глобализаци саманинче çынсем хăйсен наци уйрăмлăхне пысăк тимлӗх уйăрмаççӗ. Перепись вăхăтӗнче нумайăшӗ «россиянин» тесе çырăннă.

Пуçлăх шучӗпе Росстат кăтартăвӗсем – хамăра ятламалли сăлтав мар. Пӗтӗмӗшле рейтингра чăвашсем 200 яхăн нацисен хушшинче пиллӗкмӗш вырăна упраса хăварнă. Çав вăхăтра пирӗн хăш-пӗр кӳршӗсем, шел пулин те, хăйсен позицийӗсене вăйлă çухатнă. Çапла, тӗслӗхрен, марисем 14-мӗш вырăнтан 20-мӗшне анса ларнă, удмуртсем 13-мӗш вырăнтан 21-мӗшне, мордва 9-мӗш вырăнтаччӗ, халӗ 16-мӗшӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев