«Мобильлӗ суйлавçă» — меллӗ сервис
Тутарстанра пурăнакан 108 пин çын «Мобильлӗ суйлавçă» программăпа усă курнă.
ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев каланă тăрăх, çак хисеп пысăк пулни асăннă сервис çынсемшӗн питӗ меллӗ пулни пирки калать.
«Мобильлӗ суйлавçă» чăн та питӗ меллӗ сервис. Вăл пулăшнипе çынсем пропискăра тăракан вырăнта кăна мар, хуть ăçта та сасăлама пултараççӗ.
Мартăн 15 — 17-мӗшӗсенче иртекен Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Тутарстанра 65 территорири тата 2722 участокри суйлав комиссийӗ ӗçлет. Çавăн пекех больницăсенче, санаторисенче, СИЗОра, вокзалсемпе аэропортсенче 45 вăхăтлăх суйлав участокӗсем уçăлаççӗ. Суйлава йӗркелесе ирттерес ӗçе республикăра 21 пин çын ытла хутшăнать. Сасăлакансен йышӗ вара 3 миллиона яхăн.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев