Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Монтана хăйĕн чаçнех таврăнасшăн

Виççӗмӗш çул ӗнтӗ çӗршывăн çурçӗр тӗп хулинчи Чăваш наципе культура автономийӗ Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи çар госпиталӗсемпе шефла çыхăну тытать. Чăвашсен пултарулăх ушкăнӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнă май концертсем йӗркелесе те хавхалантарма тăрăшаççӗ.

Чăваш Енрен те кунти салтаксем валли час-часах мӗн кирлине пуçтарса кӳрсе параççӗ. Ку енӗпе уйрăмах Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ, «Инвалиды войны» ООИВА обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмӗ, Анатолий Шагаровпа Олег Ширшов воин-интернационалистсем, Тинӗс тăванлăхӗн ертӳçи Владимир Иванов хастар. Çавăн пекех çар çыннисем патне РФ МЧСӗн Чăваш Республикинчи Тӗп управленийӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ те (ертӳçи Андрей Барабанов) тăтăшах килсе çӳрет. 

Ак çак кунсенче Санкт-Петербургри ЧНКА çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем госпитальте сипленекен салтаксем патне çитсе курчӗç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне кашни килмессерен куççульленмесӗр май çук. Çавăнпа та эпир иккӗмӗш çул ӗнтӗ савăнăçлă мероприятисен шутне палăрмаллах чакартăмăр. Кашни концерт пирӗн халӗ «Хамăр паттăрсемпе мăнаçланатпăр» девизпа иртет. 

Ентешсемпе тӗл пулнă хыççăн вӗсем пирки, хăйсем килӗшсен, социаллă сетьсенче çырса кăларатпăр. Хальхинче те ятарлă çар операцине хутшăнакан çӗнӗ паттăрсемпе паллашрăмăр. Вӗсен кашнин — хăйӗн шăпи. 

Дмитрий Дмитриев 1987 çулхи августăн 13-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнче çуралнă. Юманлăхри шкулта вӗреннӗ. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан РФ Оборона министерствипе контракт тунă. Монтана (Дмитрин позывнойӗ) 106-мӗш дивизин 119-мӗш парашютпа десант штурм полкӗн штурм подразделенине лекнӗ. Бахмутпа Соледар енче штурмланă. Сакăр уйăх хушши штурм ушкăнӗнче малти линире çапăçнă Дмитрий. Тăватă яла нацистсенчен тасатас ӗçе хутшăннă. Пиллӗкмӗш яла ирӗке кăларнă чух вăл нацистсен дронӗсен çулăмӗ айне лекнӗ. Йывăр аманнă, ал лаппине çухатнă. 
Хальхи вăхăтра Дмитрий Санкт-Петербургри госпитальсенчен пӗринче сипленет. Ентешӗсем килсен вăл питӗ савăнчӗ. Сывалсан хăй тăнă çар чаçнех таврăнасшăн харсăр Монтана. 

Хамăн пӗтӗмлетӳ сăмахӗсем вырăнне Раççейӗн авторитетлă çыннисенчен пӗрин — «Мосфильмăн» генеральнăй директорӗн Карен Шахназаровăн сăмахӗсене илсе кăтартас килет: «Пирӗн икӗ çӗршыв. Пӗри çапăçать. Кусем питӗ ахаль сăнлă çынсем. Мӗнле калас, ӗçченсем. Ялсенчен, поселоксенчен тухнă çынсем. Вăт вӗсем çапăçаççӗ. Вӗсемпе пӗрле иккӗмӗш пайӗ — заводра ырми-канми тăрăшакансем. Тепӗр пайӗ вара — йăпанса киленет, ăнланатăр пулсан. Савăнăçлă каçсем. Мӗнле-тӗр вӗçленме пӗлмен уявсем, ташăсем. Çакăн çине акăш-макăш нумай укçа уйăраççӗ. Çав вăхăтрах эпир пӗлетпӗр — фронтра нумай япала çителӗксӗр. Çителӗксӗр! Пиртен пулăшу ыйтаççӗ вара, эпир пулăшатпăр. Анчах... Пысăк вăрçăра апла майпа çӗнтерме çук. Мӗн-тӗр тумалла. Политикăри истеблишмент паянхи кун пирӗн умра мӗнлерех хăрушлăх тăнине курса çитереймест пекех туйăнать. Çакă НАТО саммитӗнче пирӗнпе çапăçу пуçлани пирки уççăн тенӗ пек пӗлтернӗ хыççăн уйрăмах вăйлă туйăнма пуçларӗ. Пирӗнпе тата Китайпа...»

Валериан ГАВРИЛОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО