Mускав тӑвӑлӗ Оренбург облаҫӗнчи чӑваш ялне ҫитнӗ
Хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл ял витӗр иртсе 15 минут хушшинче питӗ пысӑк сиен кӳрсе хӑварнӑ унта пурӑнакан чӑвашсене. Нумай пӳртӗн ҫивиттине ҫӗмӗрнӗ, хӑшне-пӗрне аякках вӗрсе ывӑтнӑ. Хӳмесем, кӗлетсем, гаражсем ҫинчен каламалли те ҫук.
Июнӗн 30-мӗшне Оренбург облаҫӗнчи Грачевка районӗнчи Тури Игнашка ялӗнче пурӑнакансем нумайччен манаймӗҫ-ха.
Хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл ял витӗр иртсе 15 минут хушшинче питӗ пысӑк сиен кӳрсе хӑварнӑ унта пурӑнакан чӑвашсене.
Нумай пӳртӗн ҫивиттине ҫӗмӗрнӗ, хӑшне-пӗрне аякках вӗрсе ывӑтнӑ. Хӳмесем, кӗлетсем, гаражсем ҫинчен каламалли те ҫук. Тӑвӑл хулӑн йывӑҫсене те, ҫӗнӗ ҫуртсен ҫирӗп тӑррисене те хӗрхенмен.
Животноводство фермисен, складсен, гараж-мастерскойсен те тӑррисем çук.
Ял ҫыннисем пӗр талӑк ҫутӑсӑр, ҫыхӑнусӑр, шывсӑр ларнӑ.
Тури Игнашка ялне 312 ҫул, ӗлӗк вӑл Çирӗклӗ ятлӑ пулнӑ. Кивӗ картӑсем ҫинче Зирикла ятпа ҫырӑнса юлнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев