Мускав – Хусан трассăна срок çитмесӗр туса пӗтереççӗ
М-12 трассăн Хусан – Екатеринбург пайне 2023 çулта тума тытăнаççӗ
«Хусан – Екатеринбург участока эпир ӗнтӗ проектлама тытăнтăмăр. Ку çулталăк вӗçленнӗ тӗле строительсем тӗп ӗçсене тума тытăнаççӗ. Хальхи вăхăтра документацие хатӗрлесси пырать, сетьсене кăларасси. Çитес çулта строительствăна питӗ вăйлă аталантарса ярăпăр», – тесе пӗлтернӗ Раççей вице-премьерӗ Марат Хуснуллин.
Вăл çитес çул декабрӗн 20-мӗшӗнче Владимир Путина Хусана «Мускав – Хусан» трассăна уçма чӗннӗ. Доклада видеоконференципе итленӗ çӗршыв пуçлăхӗ вице-премьерпа килӗшнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев