Мускава 120-пе хăваласа çитӗпӗр
Çӗнӗ çулпа çӳреме мӗн хак пуласси пирки туса пӗтерсен паллă пулӗ
Мускав-Хусан тӳлевлӗ автомагистрале тума çитес çул тытăнмалла. Çакăн çинчен «Транспорт эрни – 2019» куравра правительство комиссийӗн ларăвӗ иртнӗ чухне Максим Акимов вице-премьер пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе 2020 çулта проекта туллин финанслама тытăнаççӗ.
Мускавран Хусана хăвăрт илсе çитерекен тӳлевлӗ трассăна икӗ тӗлтен тума тытăнаççӗ. Малтан Мускавран Владимира çити тăваççӗ. Çак çул Владимир хулин хӗррипе иртӗ, Хусанта та кăнтăр енчен ункăлӗ. Трассăна 2027 çулта туса пӗтерме палăртнă. Çак тӗллевсем валли 730 млрд тенкӗ уйăрӗç.
Мускав – Хусан автоçулăн проекчӗ 2024 çулччен магистральлӗ инфраструктурăна çӗнетсе сарас плана кӗнӗ. Тата вăл Европа – Хӗвеланăç Китай транспорт коридорӗн пайӗ пулса тăмалла. Трассăна туса пӗтерсен Мускавран Хусана çити 729 километр пулать. Унта 120-пе хăвалама юрӗ. Çӗнӗ çула М-12 индекс пама палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев