Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ автомагистральте 5 чарӑну вырӑнӗ пулать

Ҫул хӗрринчи инфраструктурӑна тӑвасси ҫине янӑ инвестицисене хӑвӑрт тавӑрма пулӗ

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ М12 автоҫула туни бизнеса валли ҫӗнӗ майсем уҫса парса Тутарстанра ҫӗнӗ отельсемпе кафесем тутарать. Ҫакӑн ҫинчен республикӑри рестораторсемпе отельерсен Ассоциацийӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Галина Шарафутдинова пӗлтернӗ.

«Хӗвеланӑҫа Хӗвелтухӑҫпа ҫыхӑнтарнине шута илсен, проект питӗ пысӑк. Регионсем, ҫӗршывсем хушшинчи хутшӑнусен логистика вырӑнӗсем уҫӑлӗҫ. Рестораторсене илес пулсан, трасса ҫул ҫинчи апатлану вырӑнӗсемлӗ станцисем, уйрӑм тӑракан кафесем, отельсем тутарать. Ҫакӑ йӑлтах бизнес валли хушма тӗрев, мӗншӗн тесен унсӑр ҫулсем пулмаҫҫӗ, – тесе палӑртнӑ Шарафутдинова. 
Ассоциаци пуҫлӑхӗ ҫул хӗрринчи инфраструктурӑна тӑвасси ҫине янӑ инвестицисене хӑвӑрт тавӑрма пулнине палӑртнӑ.
М12 автотрассӑна 2024 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑл республикӑри 5 район витӗр иртмелле. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 729 км, ҫав шутра Тутарстанра 142 км пулать. Магистрале тунӑ май республикӑра 5 пысӑк развязка тумалла, ҫавӑн пекех искусственнӑй сооруженисемпе каҫӑсем. Тата 5 чарӑну вырӑнӗ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев