Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчĕсем. Пĕрисем вĕçленнĕ, теприсем пуçланаççĕ

2020 çултан тăлăхсене уйăрса паракан хваттерсен шутне ÿстернĕ – çулталăкра 600 çынна тивĕçтернĕ

 

2024 çулта Тутарстанра тăлăхсене 621 хваттерпе тивĕçтернĕ. Çакă  «Жилье и городская среда» наци проектне тивĕçлипе вĕçлеме май панă. Ку ĕçе ТР Раисĕ çумĕнчи Патшалăхăн пурăнмалли фончĕ (Госжилфонд) пурнăçланă.

Хваттерсенче юсав ĕçĕсене те туса ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисемшĕн ку пысăк пулăшу. Кил-çуртра кирлĕ техника та лартса панă-çке.

Ку программăпа хваттер илекенсем валли патшалăх шучĕпе социаллă иптека программипе тăвакан çуртсенче пурăнмалли янтăланă.

2020 çултан тăлăхсене уйăрса паракан хваттерсен шутне ÿстернĕ – çулталăкра 600 çынна тивĕçтернĕ.

Тутарстан кăçал çĕнĕ наци проекчĕсене аталантарĕ. 2025 çулта ку тĕлĕшпе 44 миллиард тенкĕ ĕçе кĕртме палăртнă та ĕнтĕ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество