Налог учетне патшалăх услугисем урлă тăма пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Налог учетне патшалăх услугисем урлă тăма пулать

ИНН илес тесен налог службине каймасан та пулать

Декабрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей гражданӗсем «Патшалăх услугисем» сервис пулăшнипе налог учетне тăраяççӗ. Çакăн валли порталти харпăр кабинета кӗрсе электронлă майпа заявлени памалла. Налог органӗ ăна илнӗ хыççăн налог учетне тăни çинчен калакан свидетельствона ярса парӗ. 

Тӗрӗссипе каласан, вăл хут питех ниçта та кирлӗ мар, ИНН номерне кăна ыйтаççӗ. Цифровизаци самани çитни туйăнать. 


Нет комментариев