«НАРСПИ» РАÇÇЕЙ ШАЙНЕ ХĂПАРЧӖ
Кӗпе-тум коллекцийӗпе Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан регионсен, облаçсен дизайнерӗсемпе модельерӗсем паллаштарчӗç
Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Губернаторский» Культура керменӗнче чăваш наци тумӗн регионсен хушшинчи «Нарспи» фестивалӗ пиллӗкмӗш хут иртрӗ.
Кăçал унта хутшăннă паллă модельерсене пăхсан ăна пӗр шикленмесӗрех Раççей шайне хăпарчӗ теме пулать. Унăн сумӗ, пӗлтерӗшӗ, чапӗ ӳстӗр тесе тăрăшнă çын та – Ульяновск облаçӗнчи Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центрти чăваш пайӗн директорӗ Ираида Гаврилова – тӗрӗ-эрешпе пуян чăваш тумӗпеччӗ. Паянхи саманари çивӗч ыйтусенчен пӗрне, укçа-тенкӗ тупассине, пӗтӗмпех хăй çине УОЧНКА (председателӗ – Олег Мустаев) илнӗ. Фестивале облаçри автономи тивӗçнӗ грант укçипе йӗркелени те наци политикине пирӗн регионта тӗрӗс аталантарса пынине пӗлтерет.
Кӗпе-тум коллекцийӗпе Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан регионсен, облаçсен дизайнерӗсемпе модельерӗсем паллаштарчӗç.
Светлана Чернова дизайнер «Чăваш тумӗн асамлă тӗнчи» сцена костюмӗн куравӗ йӗркеленӗ. Шупашкартан килнӗ паллă дизайнер-модельерсем Людмилăпа Николай Балтаевсем, Людмила Шуркина, Елизавета Григорьева, Татьяна Петрова анатри, вăтам тата тури чăвашсем тăхăнакан авалхи тата хальхи тума кăтартма тӗллев лартнă. Тюменьтен килнӗ Валентина Шатрашанова дизайнер анатри чăвашсен Чӳклемине кăтартрӗ. Елена Уресметова «Чăваш тумӗн тӗрлӗ енлӗхӗ» коллекцийӗпе паллаштарчӗ.
Кăçал ака уйăхӗнче Шупашкарта иртнӗ «Серебряная россыпь веков» мода фестиваль-конкурсне хутшăнса хăйне евӗр пултарулăхӗпе жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ Татьяна Серебрякова çӗнӗ коллекципе тухрӗ.
УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата облаçри Халăх культурин центрӗн тӗп директорӗ Елена Лаковская дизайнер-модельерсене хаклă парнесемпе чысларӗç.
Алена АЛЕКСЕЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев