Наврус уявӗ – çӗнӗ çул уявӗ.
Çӗнӗ çула Тухăçри халăхсем ӗлӗкрен-авалтан çуркунне кун таврăннă вăхăтран паллă тума пуçланă. Мартăн 21-мӗшӗнче кун тăршшӗпе çӗр тăршшӗ танлашать, çак кунтан Çӗнӗ çула уявлама пуçланă.
Пирӗн тӗрӗк мăнасаттесем Вăтам Азире пурăннă, вӗсем çулталăк пуçламăшне çулçă тухнипе, курăк тухнипе шутлама пуçланă.
Наврус сăмах иран чӗлхинчен тухать. Ăна уявлама тытăнни 5 пин çул каялла паллă. Каярах вăл тӗрӗк халăхӗсене куçнă. Вăл пачах та тӗн уявӗ мар, халăх уявӗ, Çӗнӗ çул уявӗ пулнă. Çичӗ тӗслӗ тырă-пулăран апат-çимӗç хатӗрлеççӗ.
Пирӗн çурхи пӗрремӗш уйăх Нарăс пулнă. Кайран, вырăс календарӗсем çине куçсан, вăл феврале юлать.
Пирӗн халăх та Навруса авалтан уявлама пуçланă. Сăваплă уяв шутланнă. Вăтам Ази халăхӗсем ăна чи пысăк уяв пек паллă тăваççӗ. Çак уявра хăнасем 40 çынран ытларах пулмалла. 41-мӗшӗ чи хисепли шуталанть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев