«Нечкэбиле» кăçал Клементьевсем хутшăннă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе республикăра 2004 çултанпа анлă социаллă культура проекчӗ –çемье тата аннелӗх илемӗн «Нечкэбил» конкурсӗ пырать. Вăл кăçал та республикăн чи лайăх çемйисене пуçтарчӗ. Конкурсăн тӗллевӗ – çемье хаклăхне, Тутарстан халăхӗсен культурипе йăли-йӗркисене, сывă пурнăç йӗркине анлă сарасси. Унта законпа пӗрлешнӗ, ачаллă, Тутарстанра пурăнакан çемьесем кăна хутшăнаççӗ. Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура керменӗнче виççӗмӗш тапхăрӗ иртрӗ. Çӗпрел районӗн чысне Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Клеменьтевсем хӳтӗлесе «Халăх йăли-йӗрки» номинацире çӗнтерчӗç. Кунсăр пуçне Наталия «Жизнь замечательной семьи» сочиненисен конкурсӗнче те мала тухса Диплома тивӗçрӗ.
Наталия Клементьева «Сувар» хаçатăн тахçанхи тусӗ пулнă май эпир те ăшшăн саламлама васкарăмăр, конкурс пирки каласа пама ыйтрăмăр.
– Конкурса хутшӑнма мана районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Данирович Шарафутдинов сӗнчӗ. Ертӳçӗсене итлеме хӑнӑхнӑран -и, нимӗн шутласа тӑмасӑрах килӗшрӗм. Пӗрремӗш тапхӑрта анкета тултармаллаччӗ. Пуçланчӗ вара «Нечкэбил» тăрăх çулçӳрев пирӗн. Тӳрех калатӑп, çӑмӑл пулмарӗ хатӗрленме. Çемье пирки видеосем ӳкертӗм. Иккӗмӗш тапхăрӗ зональный пулчӗ. Камское Устьене виçӗ ачапа кайрӑмӑр. Руслан Данирович транспорт уйӑрчӗ. Жюрисем унта кашни çемьепе уйрăммăн тӗл пулса çемье пултарулӑхӗпе паллашрӗç. Телее, Дипломсемпе Хисеп хучӗсене йӑлтах хамăрпа илсе кайнӑччӗ. Çапла тепӗр тапхăра çӑмӑллӑн иртрӗмӗр, – терӗ вăл.
Анчах пӗр тумхахсăр та пулман иккен Клементьевсемшӗн хатӗрленӳ çулӗ. Июль тата август уйăхӗсенче, шăпах виççӗмӗш тапхăра хатӗрленнӗ вăхăтра (ун чух конкурсантсем çемье пирки сочинени çырмалла, сăнӳкерчӗксем,семье гербне ӳкерсе ямалла тата ытти заданисене пурнăçламалла пулнă) вӗсен ывăлӗ Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайма контракт çырать. Паллах, атте-анне чӗри шар çурăлмасть мар кун пек чух.
– Мана çак хыпар йӑлтах ураран ӳкерчӗ тесен те юрать. Конкурса хатӗрленес шухӑш пӗр вӑхӑт сӗвӗрӗлсе те кайрӗ. Анчах ӗçтешсем, Руслан Данирович хавхалантарнипе çӗнӗрен вӑй илсе çӗкленсе кайрӑмăр, – аса илет çемьешӗн çăмăл мар вăхăта Наталия.
Чӗринче мӗнле пулсан та Клементьевсем виççӗмӗш тапхăра та питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Конкурс условийӗпе, хальхинчен çемьесен ламран лама куçса пыракан «Çемье праçникне» тата наци апатне кăтартмаллаччӗ. Саплăк чăвашӗсем хăйсемшӗн чи çывăх «Ачана ят пани» йăлана суйласа илнӗ. Вӗсем ăна хăйсем те ултă хутчен ирттернӗ вӗт. Наталийăпа Алексейӗн ултă ача çуралнă. Йăлана ирттерме конкурса районти «Çӗпрел» ушкăн та килнӗ. Клементьевсем вӗсене çакăн пек вăйлă тӗрев панăшăн чӗререн тав тăваççӗ.
– Конкурс маншӑн чӗрере ырӑ туйӑм хӑварчӗ. Уйрӑмах Хусана килсе кайнӑ хыççӑн. Кашни çемье хӑйне евӗрлӗ, хӑйӗн культури, йӑли йӗрки. Анчах вӗсене пурне те юрату пӗрлештерсе тӑнине туйрӑм. Çав кун ывӑннӑ пулсан та çынсен ӑшши вăй кӗртрӗ. Пӗртте ӳкӗнместпӗр çак чаплӑ конкурса хутшӑннӑшӑн. Пурне те килӗшрӗ: мӑшӑра та, ачасене те. Ывӑннине пӑхмасӑр ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнтӑмӑр киле, – савăнса пӗлтерчӗ вăл.
Конкурсăн финалӗ ноябрӗн 26-мӗшӗнче Анне кунӗнче пулать. Финала камсене суйласа илни хальлӗхе паллă мар-ха. Çапах та тӗп сцена çине Клементьевсем, районсенчи ытти чăваш çемисем тухсан çав тери савăннă пулăттăмăр, мӗншӗн тесен пирӗннисем чăнах та маттур, вӗсенчен тӗслӗх илмелӗх те пур. (Н.Клементьева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев