«Нерест» операци: Атăла пулă тытмалли хатӗрсенчен тасатнă
«Нерест» операци шайӗнче Спас районӗнчи Атăл юханшывăн акваторийӗнче инноваци технологийӗсене ӗçе кӗртес енӗпе ӗçлекен ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗ рак тытма усă куракан 73 хатӗр тупнă. Кун пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, июнӗн 5-мӗшӗччен республикăра комплекслă «Нерест-2025» оперативлă профилактика операцийӗ иртет. Ун шайӗнче промысел валли пулă тытма чарнă, пулла çӳреме юратакансем çырма хӗрринчен пӗр вăлтапа çеç усă курма юрать, вăлта йӗпписем иккӗрен ытла пулмалла мар.
Йӗркене пăсакансене административлă тата уголовлă явап тыттарма пултараççӗ. Пулă тытас йӗркене пăсакана 2 пин тенкӗрен пуçласа 5 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ, çавăн пекех караппа ытти пулă тытма кирлӗ хатӗрсене конфискацилеççӗ. Пулă тытнă чухне пысăк сиен кӳрсен штраф сумми 500 пин тенкӗ таран ӳсме пултарать, кунсăр пуçне икӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ. Хӗрлӗ кӗнекери пулла тытсан, штраф пӗр миллион тенкӗ таран, виçӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ.
«Нерест-2025» операци шайӗнче ведомство ӗçченӗсем юханшывсен акваторийӗсене тӗрӗслеççӗ, çавăн пекех пулă тытас йӗркене тимлеççӗ тата браконьерсене тытса чараççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев