Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Шелепи шăллӗн хӗрӗ ӗмӗрлӗхех куçне хупнă. Хурланатпăр...

Аксу районӗнчен хурлăхлă хыпар çитрӗ: паян ирхине пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн Николай Иванович Шелепин тăван шăллӗн хӗрӗ, тыл ветеранӗ, Аксу районӗнчи Беловкăра ӗмӗрне ирттернӗ, юлашки вăхăтра Аксура пурăннă Зинаида Ивановна СЕЛИВАНОВА-ПОЛОРУССОВА (08.03.1928 – 10.06.2026) ӗмӗрлӗхех куçне хупнă...

Маттур чăваш хӗрарăмӗ пирки «Сувар» хаçатра та пӗрре мар çырнă. Зинаида Ивановна «Сувар» хаçатăн кулленхи авторӗн, пултаруллă журналистăн, талантлă çыравçăн Елена Аксупин (Алена Алексеева, хӗр чухнехи хушамачӗ – Селиванова. – Ред.) асламăшӗ пулать. Елена Геннадьевна ун пирки ялан ăшшăн каласа парать. 

– Ман асанне питӗ ырă кăмăллă та ӗçченччӗ, тараватчӗ, хуть мӗнле ӗçе те пултаракан çынччӗ. Асатте ир çӗре кӗнипе вӗсем пит нумай çул пӗрле те пурăнайман. Апла пулин те асанне упăшкин ачисемпе (Зинаида Ивановна Аленăн аслашшӗн иккӗмӗш арăмӗ. Пӗрремӗшӗ çамрăклах чирлесе çӗре кӗнӗ. – Ред.) яланах çывăх пулнă, тăван ачисем пекех юратса ӳстернӗ вӗсене. Хам калем ăсти пулнинче асаннен те тӳпи пурах тесе шутлатăп, мӗншӗн тесен вăл юмах нумай каласа паратчӗ пире. Чăвашсен пӗрремӗш халăх поэ­чӗн Николай Полоруссов-Шелепин тăван шăллӗн хӗрӗ-çке вăл. Чăваш халăх юмахӗсене питӗ лайăх пӗлетчӗ. Вулама питӗ юрататчӗ... Хамăн кӗнеке тухмассерен асаннене парнелеттӗм, вăл вӗсене кравачӗ патӗнчи çӳлӗк çинчех тытатчӗ. «Пӗрмай вулатăп», – тетчӗ. Асанне тата сăвăсем нумай пӗлетчӗ – тӗлӗнсе каймалла! Вăл кăмакара пӗçернӗ пӳремеч, çӗрулми кукăлӗ, кӳптӗрме, хуран кукли çисе тăранмалла мар тутлăччӗ...– çывăх çынни пирки ăшшăн каласа парать паллă çыравçă. 

Елена Геннадьевнăпа, ытти тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле эпир те Зинаида Ивановна Селиванова вилсе кайнипе чун-чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр. Унăн çутă сăнарӗ тăванӗсен, Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансен асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр упранӗ.

Е.Алексеева архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев