Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлат районӗн çӗрӗ çинчен тепӗр поселок çухалчӗ

Паянхи кун нумай çынна ялсем пушанса юлни шухăшлаттарать. Çулран-çул пушаннă çуртсем йышланса, урамсем пӗтсе пыраççӗ. Хăш-пӗр çӗрте вара урам кăна мар чылай ял пӗтсе ларать.

Паянхи кун нумай çынна ялсем пушанса юлни шухăшлаттарать. Çулран-çул пушаннă çуртсем йышланса, урамсем пӗтсе пыраççӗ. Хăш-пӗр çӗрте вара урам кăна мар чылай ял пӗтсе ларать. Шăп çакăн пек шăпа пырса тивнӗ те Нурлат районӗнчи Покровски поселокне. Ӳлӗмрен вăл район картти çинчен те, ялсен списокӗнчен те çухалать.

Çакăн пек йышăну тунă Тутарстан Патшалăх Канашӗн 18-мӗш ларăвӗнче. Поселока салатса ярассипе çыхăннă закон проектне пӗрремӗш вулаврах йышăннă. Тата унпа тӳреммӗнех çыхăннă Нурлат муниципаллă районпа ун тытăмне кӗрекен йӗркеленӳсен чиккисене тата муниципаллă статусне палăртасси çинчен калакан республика законне улшăнусем кӗртессине те йышăннă.

Ку закон проекчӗпе Нурлат район пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев паллаштарнă. Ун сăмахӗпе, Çӗнӗ Тумба ял хутлăхне кӗрекен Покровски поселокӗ пурăнмалли вырăн паллисене йăлтах çухатнă. Çавна май ăна малашнехи аталануллă вырăн пек шута илме ниепле те май çук. «Унта паян ялан пурăнакансем çук. Çул-йӗрпе транспорт инфраструктури те, инженери коммуникацийӗсем те, социаллă, культура, суту-илӳ тата кулленхи кун пӗлтерӗшлӗ объектсем те, пурăнмалли çуртсем те, куçман пурлăхăн ытти объекчӗсем те çук», – тенӗ Дамир Ишкинеев.

Район пуçлăхӗн сăмахӗпе, поселокра пурăнакансем çук, çавна май ăна çынсене пурăнмалла туса çӗнӗрен чӗртме пӗр сăлтав та çук. Çӗнӗ Тумба ял хутлăхӗн çыннисем те поселока хупас пуçарупа килӗшнине пӗлтерчӗ Дамир Ишкинеев.

Çапла тахçан пурнăçпа тулли тепӗр ял çӗр пичӗ çинчен çухалчӗ.  

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран тата нейросеть генерацийӗпе туни. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ