Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатри сахӑр завочӗ хупӑннӑ пулсан та, республикӑра сахӑр ҫителӗклӗ

Тутарстанри Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сахӑр дефицичӗ пулмасть

 Федераллӑ хыпар хатӗрӗсем  ретейлерсен сахӑр туянассипе йывӑрлӑхсем килсе тухнӑ тесе ҫыраҫҫӗ пулсан та, хальхи вӑхӑтра ҫак продуктпа республикӑра лару-тӑру йӗркеллех. Кун ҫинчен ТР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

"Тутарстанӑн Ял хуҫалӑхпа продовольстви министерстви сахӑр рынокӗнчи хальхи лару-тӑрӑва стабильлӗ тесе хаклать, ҫак продукцин дефицичӗ пулмасть тесе шутлать",– тесе палӑртнӑ министерствора. 

Ретейлерсен лавккисенче те дефицит ҫук. Тавар лавккасен ҫӳлӗкӗсем ҫинче те, складсенче те ҫителӗклӗ.

Сахӑр хакӗ 5-10 тенке ӳснипе ҫынсем – вӑл тата ӳсет пулмалла тесе-и – вырӑнти лавккасенче пессука кили-килипе илме пуҫланӑ. 

Ҫак ажиотажа пандеми вӑхӑтӗнче шӗвӗ ҫу хакӗсем ӳснипе танлаштарма пулать. Украинӑпа вӑрҫӑ тухма пултарнинчен хӑраса ҫынсем сахӑра илсе хума васкаҫҫӗ тесе шутлакансем те пур. Апла пулсан, мӗншӗн тӑвар хакланмасть?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев