Октябрь уйӑхӗ çумӑртан пуçланӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрь уйӑхӗ çумӑртан пуçланӗ

Тутарстан гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх октябрьпе февраль ăшă пулать, сывлăш температури климат норминчен кăшт пысӑкрах пулӗ.

Тӗслӗхрен, октябрь уйӑхӗнче уйăхри вӑтам температура + 4,9 градус нормӑран пысӑкрах, февраль уйӑхӗнче вара -10,7 градус нормӑран  çӳллӗрех пулать тесе прогноз тӑваççӗ синоптиксем.

Канмалли кунсенче, сентябрĕн 30-мӗшӗнче тата октябрĕн 1-мӗшӗнче, республика каллех антициклон витӗмӗнче пулӗ. Анчах та çумăр çума пултарать. Авӑн уйӑхӗн юлашки кунӗнче çӗрле сывлăш температури  +4–9 градус, кӑнтӑрла вара +15–20 градус таран ăшă пулать. Вырсарникун каçпа +2 градус, анӑçра +11 градус таран ӑшӑ пулма пултарать. Кӑнтӑрлахи вӑхӑтра 18 градусран пуçласа 23 градус пуласса шантараççӗ метеорологсем.


Погода

Нет комментариев