Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуçланать

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуçланать. РФ Оборона министерстви пӗлтернӗ тăрăх, вăл, темиçе регионсăр пуçне, çӗршывăн кашни регионӗнчех тытăнать.

Инçетри Çурçӗрте çеç, климат условийӗсене пула, кӗрхи призыв каярах пуçланӗ – ноябрӗн 1-мӗшӗнчен. Çакăн пирки паян РФ Генштабӗн Организаципе мобилизацин тӗп управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Владимир Цимлянский пӗлтернӗ. Салтака каякансене октябрӗн 16-мӗшӗнчен пухăну пункчӗсенчен ăсатма пуçлаççӗ.

Ведомствăран пӗлтернӗ тăрăх, призывниксене пурне те хӗсмет иртме Хӗç-пăшаллă Çарсен чаçӗсен Раççей территорийӗнчи подразделенийӗсене яраççӗ.

Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенче – Донецкпа Луганск Халăх республикисенче, Херсон тата Запорожье облаçӗсенче вырнаçнă çар чаçӗсене хӗсмет иртме, ятарлă çар операцийӗн задачисене пурнăçлама призывниксене ямаççӗ.

Призывниксенчен виççӗмӗш пайӗ çар чаçӗсенче пилӗк уйăхра çӗнӗ йышши çар техникипе усă курма вӗренӗç, çарпа учет специальноçне алла илӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: осенний призыв