Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Онлайн-канашлусем Республика кунӗнче пуҫланаҫҫӗ

Юлашки вунӑҫуллӑхсенче Тутарстан общество пурнӑҫӗнчи мӗн пур енӗпе пысӑк опыт пухрӗ, ҫавӑнпа тӗрлӗ отрасльсемпе пысӑк консорциумсем ирттерни кирлӗ

 

  «100% Тутарстан» — ахаль ҫынсене, влаҫа тата бизнес представителӗсене пӗрлештерекен коммуникаци платформи, унта вӗсем республикӑн малашнехи стратегиллӗ аталанӑвне сӳтсе явма пултараҫҫӗ.

Республика кунне уявланӑ чухне «100% Тутарстан» онлайн-форум хута каять. Партнёрсемпе экмпертсен хутшӑнӑвне йӗркелекен пысӑк платформа августӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ, тесе пӗлтерет ТР Инвестици аталанӑвӗн Агентствин пресс-служби.
Форум программине 100 ытла секцин ӗҫӗ кӗрет, вӗсем It-индустри, вӗрентӳ, медицина, ял хуҫалӑхӗ, туризм, циркулярлӑ экономика, инвестицисемпе предпринимательство, биотехнологисем тата ытти сферӑсене тишкерӗҫ. Мероприяти пынӑ хушӑра дискуссисем, онлайн-митапсем, блогерсемпе шухӑш лидерӗсен эфирӗсем иртӗҫ, экспертсем интервью парӗҫ.

«Юлашки вунӑҫуллӑхсенче Тутарстан общество пурнӑҫӗнчи мӗн пур енӗпе пысӑк опыт пухрӗ, ҫавӑнпа тӗрлӗ отрасльсемпе пысӑк консорциумсем ирттерни кирлӗ. «100% Тутарстан» конструктивлӑ диалог йӗркелемелли, экспертсен пӗрлешӗвне аталантармалли, ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫирӗплетмелли площадка пулса тӑрӗ", – тесе палӑртнӑ Инвестици аталанӑвӗн Агентствин ертӳçи Талия Минуллина
Хутшӑнас текенсем трансляцие www.100tatarstan.com сайтра тӳлевсӗр хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ӗҫ программине акӑлчан тата чӑваш чӗлхисем ҫине синхронпа куҫарса пырӗҫ. Онлайн-студи тӑтӑшах ӗҫлени экспертсене тӳрӗммӗн ыйту парса хурав илме май парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев