ОЙМЯКОНРАН МУСКАВА УТПА
Çапла майпа якут лашисен ăратне чапа кăларасшăн
Çӗршер лаша вăйӗллӗ машинăсен саманинче çакăн пек çула тухни хăйне евӗрлӗ, тӗлӗнтерет, калаçтарать – Хусанта Якутири Оймяконран Мускава утпа çитме тӗллев лартнă Дугуйдан Винокуров пулчӗ. Вăл журналистсене хаваспах каласа пачӗ çакăн сăлтавне. Çулçӳреве Саха (Якути) Республикин Автономийӗ 100 çул тултарнине, Раççей патшалăхне кӗнӗренпе 390 çул çитнине тата республикăна никӗслекенсенчен пӗри Максим Амосов 125 çул тултарнине халалланă. Раççей географи обществин Саха (Якути) Республикинчи уйрăмӗ пулăшнă çулçӳревре Дугуйдан Винокурова.
Çапла майпа якут лашисен ăратне чапа кăларасшăн иккен. Çуллӗшӗпе пысăк мар, «пичӗпе» тӳрккесрех, 40 тата ытларах градус сивве çăмăллăнах чăтакан ут. Ăна хуçалăхра ӗç тума, аш валли ӳстереççӗ. Темиçе çул каялла шăннă çӗр айӗнчен тиха тупнă. Шăннипе вăл пит аван сыхланса юлнă. Якут лашисемпе çак тихан ДНК генӗсене танлаштарса вӗсем пӗр ăратран пулнине пӗлнӗ. Пӗр сăмахпа якут лашисем – ятарласа ăсчахсем кăларнă ăрат мар, çутçанталăк панă таса юнлă ăрат.
Дугуйдан 2018 çултах çулçӳреве тухма шухăш тытнă. Çакна 2021 çулта пурнăçланă. Çулташӗпе икшер лаша тытса мартра çула тухнă. Анчах Новосибирск таврашӗнче икӗ лашин сывлăхӗ хавшанă, малалла пӗчченех Мускава çула кӗскетнӗ. Паянхи куна вăл 10 пине яхăн километр иртнӗ. Вăтамран лашасем кунне 45 – 55 километр хыçа хăвараççӗ, чи нумаййи 78–80 километр кайни пулнă. Çанталăк условийӗсем япăх чух 15 километр иртнисем те пулнă.
Мускава Дугуйдан июль вӗçне çитме палăртнă. Июлӗн 30-мӗшӗнче «Ысыах» уяв ирттереççӗ Мускавра якутсем, çав уява лекесшӗн. Ӗмӗтре – лашасемпе тӗнче тавра çулçӳреве тухасси.
Татьяна ТАРАСОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев