Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян «БумБатл» экологи челленджӗ пуçланать

Акци октябрӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 15-мӗшӗччен «Экология» наци проектне пулӑшма иртет.

Çӗнӗ сезонра акци Пӗтӗм Раççейри «Экосистема»  экологи юхӑмӗн эгидипе иртӗ. «БумБатл»  хут парса çутçанталӑкшӑн тӑрӑшма май туса парать. Анчах, кирек мӗнле батл пекех, вӑл ӑмӑрту та, кунта командăпа е уйрӑммăн мала тухассишӗн кӗрешме  пулать.

Макулатурăна ача сачӗсенче, шкулсенче, ВУЗсенче, колледжсенче, хутшăнма шут тытнă  компанисен офисӗсенче, çавӑн пекех йышӑну пункчӗсенче йышăнаççĕ.

Хутшӑнас текенсен бумбатл.рф проекчӗн сайтӗнче регистраци иртмелле, организаци пек е хӑй тӗллӗн хутшӑннине çирӗплетмелле, унтан интерактивлӑ карттӑ çинче çывӑхри йышӑну пунктне суйласа илсе макулатурӑна унта кайса памалла. Кун хыççăн сайтри харпӑр кабинетра отчет тултармалла.

Унсӑр пуçне креативлӑ постсен конкурсне те хутшӑнма пулать. Ун валли социаллӑ сетьсенче #бумбатл, #экосистема, и #нацпроектэкология  хештегсемпе фото е видео кӑлармалла.

Аса илтеретпӗр, Тутарстан Раççейри топ-10 региона кӗнӗ. Икӗ уйӑхра Тутарстанри пӗтӗм Раççейри акцие хутшӑнса 63,4 тонна макулатура пухнӑ.

Пĕтĕмпе Раççейре 2 млн ытла хутшӑнакан 63 млн ытла килограмм макулатура пухнӑ.

Сăнӳкерчӗк eco.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология