Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Юхма Мишши 87 çул тултарать, саламлатпăр!

Апрелӗн 15-мӗшӗнче чăваш халăх çыравçи Хусанти вулакансемпе тӗл пулӗ

Хусанти чăваш центрӗ кашни уйăхра тенӗ пекех Туслăх Çуртӗнче мӗнле те пулин мероприяти ирттерет. Е концерта е спектакле çынсем хаваспах çӳреççӗ.

Иван Яковлевич Яковлев 175 çул тултарнине халалланă мероприятисем те часах пуçланаççӗ.

Вӗсенчен пӗри – чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе тӗлпулу ирттерни. Икӗ çул каялла çакнашкал тӗлпулăва пӗрре йӗркеленӗччӗ, ун чухне мешехен интернетри тӳрӗ эфирӗн аудиторийӗ 50 пин çынран иртнӗччӗ. Ку вăл пӗр социаллă сетьре кăна-ха. Мӗнпе кăсăклă-ха Хусанти чăвашсемшӗн Михаил Николаевич Юхма? Чи малтан çынсем хамăр халăхăн историне пӗлесшӗн пулнипе. Унтан хусансем çыравçăн кӗнекисемпе кăсăкланаççӗ. Илемлӗ литературă та кӗрет вӗсен шутне, тӗпчев ӗçӗсем те. Тӗлпулури чи кăсăклă самант – «ыйту–хурав» ярăм. Кунта куракансем Юхма Мишшине кирек мӗнле ыйту та пама пултараççӗ, çав шутра интернет урлă та.

Тӗлпулăва мӗншӗн Иван Яковлева халалланине те ăнлантарма ансат. Михаил Николаевич Аслă вӗрентекенӗмӗре икӗ кӗнеке халалланă. Пӗри «Патриарх» роман, тепри «Чăнлăх» повесть. Паллă, ӗнтӗ, пысăк калăплă произведенисем çырма лайăх хатӗрленмесӗр пулмасть, çавăнпа та çыравçă тунă тӗпчев ӗçӗ те пӗчӗк пулман.

«Ку кӗнекесем пирки каласа памалли нумай», – терӗ Михаил Николаевич пире тӗлпулăвăн вăхăтне палăртнă чух. Вăл апрелӗн 15-мӗшӗнче 11:00 сехетре Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртет. Аса илтеретпӗр, Туслăх çуртне кӗнӗ чух çыннăн хăйӗнпе паспорт е ытти документ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев