Паян йывăçсене пас тытнă пулсан – ăшăтасса, шурă пӗлӗтсем шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе
Кăрлачăн 27-мӗшӗ – Нина тата Вениамин. Çак кун килти выльăх-чӗрлӗхе тимлӗ пăхмалла: тутлă çитермелле, айӗнчи утă-улăмне улăштармалла.
• Кăрлачăн 27-мӗшӗ – Нина тата Вениамин. Çак кун килти выльăх-чӗрлӗхе тимлӗ пăхмалла: тутлă çитермелле, айӗнчи утă-улăмне улăштармалла. Йывăçсене пас тытнă пулсан – ăшăтасса, шурă пӗлӗтсем шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе.
• Кăрлачăн 28-мӗшӗ – Павел. Çак кун уяр – çулла типӗ те шăрăх пулать, çиллӗ-тӗк – çулла сивӗ, юр çусан – çулла çумăрлă.
• Кăрлачăн 29-мӗшӗ – Петр. Çил çурçӗртен вӗрсен ака уйăхӗччен сивӗ пулать. Çак кун тăман тухсан çулла çумăрлă пулать, вăйлă сивӗ-тӗк – çулла шăрăх.
• Кăрлачăн 30-мӗшӗ – Антон. Шултра юр çусан – çуркунне кая юлса килет. Çанталăк пӗр кунлăха ăшăтса илсен – хаяр сивӗсем тата пулаççӗ.
• Кăрлач уйăхӗн 31-мӗшӗ – Афанасий. Кунӗпе çил-тăман вӗçтерет – çуркунне вăраха тăсăлать, сивӗ пулать. Тӳпе çăлтăрлă – сивӗсем пуш уйăхӗчченех пулаççӗ.
• Нарăс уйăхӗн 1-мӗшӗ – Макарий. Çак кун çанталăк мӗнле – нарăс уйăхӗ тăршшӗпех çапла пулать. Хӗвеллӗ те ăшă – çуллан пӗрремӗш çурри йӗпе пулать. Çурт-хуралтă тăррисенчен тумла тумлать – çуркунне ир килет, ăшă пулать.
• Нарăс уйăхӗн 2-мӗшӗ – Ефим. Енчен те çак кун çил-тăман алхасать, сивӗ – Çăварнире те сивӗ. Çиллӗ-тӗк – çулталăк тăршшӗпе йӗпе-сапа кӗт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев